News by date 19 March 2025
-
Оксана Федорова Хусана Пӗтӗм Раççейри музыка фестивальне илсе килчӗ
Мартăн 19-мӗшӗнчен пуçласа 21-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулинче «Моя Россия: музыкальное путешествие» фестиваль пулать. Ăна Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе Оксана Федорован фончӗ йӗркелет. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – çынсене наци культура еткерӗпе паллаштарасси тата классика музыкипе интересленекен çамрăксене пулăшасси.
-
Хусанта тухса тăнă «Çичӗ çăл» тата «Салам» радиокăларăмсене ертсе пынă Петр Миров çуралнăранпа 85 çул
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Хусанта чăвашла радиокăларăм тухса тăнине нумайăшӗ астăвать пуль. Ăна Петр Миров ертсе пыратчӗ. Паян, мартăн 19-мӗшӗнче, чăваш культурине чӗртсе аталантарас ӗçре ырми-канми тăрăшнă ентешӗмӗр пурăннă пулсан 85 çул тултармаллаччӗ.
-
«Халăх инспекторӗ» приложени урлă 8 пин ытла заявка килнӗ
Пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнчен пуçласа «Халăх инспекторӗ» çӗнетнӗ мобильлӗ приложенире йӗркене пăсни çинчен калакан 8096 заявка килнине, вӗсенчен светофорăн ирӗк паракан сигналне 3251 çын кӗтсе илейменнине, хирӗç килекен çул çине 2132 машина тухнине, стоп-линирен 1461 водитель иртсе кайнине ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Кивӗ укçана çӗннипе улӑштарма сӗнсен ан килӗшӗр!
2024 çулăн октябрь–декабрь уйӑхӗсенче Тутарстанри банк секторӗнче 32 суя укçа тупнă. Виççӗмӗш кварталпа танлаштарсан вӗсем шучӗ кăшт сахалтарах.