«Халăх инспекторӗ» приложени урлă 8 пин ытла заявка килнӗ
Пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнчен пуçласа «Халăх инспекторӗ» çӗнетнӗ мобильлӗ приложенире йӗркене пăсни çинчен калакан 8096 заявка килнине, вӗсенчен светофорăн ирӗк паракан сигналне 3251 çын кӗтсе илейменнине, хирӗç килекен çул çине 2132 машина тухнине, стоп-линирен 1461 водитель иртсе кайнине ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Паянхи кун тӗлне приложенире 21 категорире йӗркене пăснине палăртма пулать, вӗсенчен çиччӗшӗшӗн укçа тӳлеççӗ. Вӗсен шутне çаксем кӗреççӗ: çуран çӳрекен çынна çул паманни, светофорăн хӗрлӗ çуттине пăхăнманни, стоп-лини умӗнче чарăнманни, хирӗç çул çине тухни, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманни, руль умӗнче телефонпа усă курни тата машинăран çӳп-çап пăрахни.
Заявка пама питӗ ансат: ăçта вырнаçнине геолокаци урлă палăртса йӗркене пăснине ӳкермелле, тӳлеве илме кирлӗ информаци палăртмалла. Тӗрӗсленӗ хыççăн, заявкăна Патшалăх автоинспекцине яраççӗ. Йӗркене пăсни палăрсан, тӳлев килет. Чи пысăк тӳлев – хирӗç çул çине тухнă видеошăн 1 440 тенкӗ параççӗ.
2024 çултан мобильлӗ телефон çине ку приложение 327 пин хут вырнаçтарнă.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче Пӗтӗм тӗнчери Kazan Digital Week форум вăхăтӗнче çӗнетнӗ «Халăх инспекторӗ» приложение ТР Раисне Рустам Минниханова ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин презентациленӗ. Приложени йӗркене ăçта тата хăçан пăснине автоматла фиксацилеме май туса парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев