Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Оксана Федорова Хусана Пӗтӗм Раççейри музыка фестивальне илсе килчӗ

Мартăн 19-мӗшӗнчен пуçласа 21-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулинче «Моя Россия: музыкальное путешествие» фестиваль пулать. Ăна Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе Оксана Федорован фончӗ йӗркелет. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – çынсене наци культура еткерӗпе паллаштарасси тата классика музыкипе интересленекен çамрăксене пулăшасси.

«Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире журналистсене Хусан – фестивале йышăнакан пиллӗкмӗш хула пулнине, октябрь уйăхӗнче Псковра пуçланнине, кăçал июньте Кисловодск хуллинче вӗçленнине, кашни хулара фестиваль шайӗнче иртекен кунсене музыка сферинче паллă çынсене халалланине йӗркелӳçӗсем каласа пачӗç.

«Çамрăк музыкантсене професси енӗпе ӳсме тата хăйсен опытне анлăлатма пулăшни питӗ кирлӗ. Хусан – культура тӗп хулисенчен пӗри пулнăран, унăн музыка программинче вырăс классикӗсен произведенийӗсемсӗр пуçне наци произведенийӗсем пулни савăнтарать», ؘ– пӗлтерчӗ фондăн президенчӗ, фестивалӗн илемлӗх ертӳçи Оксана Федорова.

Хусанти фестивале икӗ аслă классикăн – Н.А.Римский-Корсаковăн (мартăн 18-мӗшӗ 1844 çул) тата М. П. Мусоргскин (мартăн 21-мӗшӗ 1839 çул) çуралнă кунӗсене халалланă. Унăн программи питӗ анлă – кино курасси, тӗлпулусемпе мастер-классем, республикăри çамрăк талантсемпе паллă сцена артисчӗсем хутшăннипе иртекен концертсем.

Фестиваль паян, мартăн 19-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта «Музыкальное путешествие по Москве» кино кăтартничен пуçланать. Фильма «Моя Россия: музыкальное путешествие» телепроект шайӗнче ӳкернӗ. Унăн режиссерӗ –Оксана Федорова. 2021 çултан пуçласа 2023 çулччен Раççей хулисен музыка историйӗ çинчен 20 телефильм кăларнă. Хусан çинчен кино ӳкерессе те каласа хăварчӗç йӗркелӳçӗсем.

Фестивалӗн иккӗмӗш кунне çамрăк музыкантсене халалланă. Мартăн 20-мӗшӗнче 2№ Ача-пăча искусствисен шкулӗн концерт залӗнче Оксана Федоровăпа тата Пысăк театр солисчӗпе Александр Полковникпа тӗлпулу иртет. Вӗсем ачасем валли вокалпа мастер-класс ирттернине те пӗлтерчӗç. Ун хыççăн халăхсен хушшинчи музыка конкурсӗн финалисчӗсемпе çӗнтерӳçисем хутшăннипе «Юные таланты Татарстана» концерт иртет. Концерт программинче Римский-Корсаковăн, Рахманиновăн тата Прокофьевăн хайлавӗсене, çавăн пекех вырăс тата тутар халăхӗн фольклор юррисене итлеме пулать. Фестиваль мартăн 21-мӗшӗнче А.С. Пушкин ячӗллӗ культура центрӗнче «Музыкальное путешествие. Посвящение Мусоргскому и Римскому-Корсакову» ырăлăх концерчӗпе вӗçленет.

Фестивалӗн программине музыкальноепутешествие.рф сайтра тупма пулать, мероприятисене тӳлевсерех кӗртеççӗ. Концертсене федерацин культура.рф порталӗнче тата проектăн сайтӗнче онлайн пăхма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество культура Музыка