Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта тухса тăнă «Çичӗ çăл» тата «Салам» радиокăларăмсене ертсе пынă Петр Миров çуралнăранпа 85 çул

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Хусанта чăвашла радиокăларăм тухса тăнине нумайăшӗ астăвать пуль. Ăна Петр Миров ертсе пыратчӗ. Паян, мартăн 19-мӗшӗнче, чăваш культурине чӗртсе аталантарас ӗçре ырми-канми тăрăшнă ентешӗмӗр пурăннă пулсан 85 çул тултармаллаччӗ.

Петр Михайлович Миров (чăн хушамачӗ Сандимиров) Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче 1940 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче çуралнă. Якаелӗнчи вăтам шкултан вӗренсе тухсан Самара облаçӗнчи ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗнӗ. Диплом илнӗ хыççăн пӗр вăхăт хушши Самара облаçӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗнче ӗçленӗ.

Салтакан кайсан Львоври аслă политучилищӗре вӗреннӗ. Ăна пӗтерсен 25 çул хушши çар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаçатсенче тăрăшнă. Хӗвеланăç Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Çӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атăл тăрăхӗ... Таçта та çитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаçма вӗреннӗ,  анчах ашшӗ-амăш панă тăван чӗлхене темӗнле аякри ют çӗршыва çитсен те манман.

Отставкăна тухсан Петр Михайлович чăваш культурине вăратса аталантарас ӗçе кӳлӗннӗ. Вăл тăрăшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 çулта «Çичӗ çăл» передача эфира тухма пуçланă, каярах вăл «Салам» ятпа тухса тăчӗ. Пиншер чăваш Петр Миров сассине (хăйне нихăçан та курманнисем те) тӳрех уйăрса илетчӗ, чунра кӳтсе килнисем çинчен çырура çырса пӗлтеретчӗ е савăнăçпа тулнă чӗрине уçса паратчӗ.

Петр Миров ертсе пыракан радиопередачăна итлекенсем унпа «Сувар» хаçат урлă та çыхăну тытатчӗç: вăл вӗт хаçата статьясем, очерксемпе калавсем çыратчӗ.

Чăваш культурине аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн Петр Миров «Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ», «Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗçнӗ. 

Тутарстан чăвашӗсемшӗн ырми-канми тăрăшнă Петр Михайлович Миров 2009 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче 69 çула çитсе вăхăтсăр вилсе кайрӗ. Ăна мăшăрӗн Пиама Ивановнăн тăван ялӗнче – Чăваш Енри Вăрмар районне кӗрекен Кивӗ Вăрмар масарӗнче пытарнă. Петр Михайловича Тутарстан чăвашӗсем манмаççӗ, унăн ырă ӗçӗсем çинчен аса илсех тăраççӗ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество радио