2024 çулăн октябрь–декабрь уйӑхӗсенче Тутарстанри банк секторӗнче 32 суя укçа тупнă. Виççӗмӗш кварталпа танлаштарсан вӗсем шучӗ кăшт сахалтарах.
Тупнисенчен нумайӑшӗ малтанхи пекех 5000 тенкӗлӗхсем – 20 штук, 1000 тенкӗлӗх – 9 штук, 500 тата 100 тенкӗ номиналсемпе – пӗрер суя укçа. Вак укçаран пилӗк тенкӗлӗх пӗр суя укçа тупнă.
Тутарстанра Раççей банкӗн çӗнӗ 5000 тенкӗлӗхсем укçа-тенкӗ çаврăнăшне кӗрсе пыраççӗ. Кунпа ултавçăсем усӑ курма пултараççӗ. Вӗсем хӑнӑхнӑ банкнотсене çӗнӗ укçапа улӑштарма е укçа чӑннине тӗрӗслеме сӗнеççӗ. Тӗрӗслеве вара вӗсем яракан ссылка тӑрӑх мобильлӗ приложени лартса иртмелле. Ют ссылкăпа кӗрсен, укçасăр тăрса юлма пултарнине пӗлетпӗр. Сире кивӗ банкнотсене çӗнӗ банкнотсемпе улӑштарма е вӗсен чӑнлӑхне тӗрӗслеме сӗнсен, ан килӗшӗр.
Хӑнӑхнӑ купюрсене улăштарма кирлӗ мар. 1997 çулта тухнă укçасемпе малалла çӗнӗ банкнотсемпе тан усӑ курма юрать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев