News by date 19 May 2025
-
Никольски ялӗ 20 пин çынна йышăнать. Тен, ытларах та
«Каравон» Вырăс халăх уявӗ яланхи пекех Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен наци уявӗсен календарьне уçать. Майăн 24-мӗшӗнче вырăс халăх культурипе интересленекенсем Лайăш районӗнчи Никольски ялне çул тытӗç – йӗркелӳçӗсем сахалтан та 20 пин çын пуласса шанаççӗ.
-
ТР Патшалăх Канашӗнче курав уçăлчӗ
Паян, Тутарстан Республикин пичет кунӗнче, парламент çуртӗнче «Татмедиа» акционерлă общество хатӗрленӗ «Наставники – Остазлар» курав уçăлчӗ. Экспозицие медиа отрасльти наставниксене халалланă. Журналистсем карьера тума пулăшнă, хаклă канашсем панă, хăйсен опычӗпе паллаштарнă çынсен çинчен каласа панă. Çак çынсем вӗсемшӗн чăн-чăн учительсем пулса тăнă, вӗсен професси ӳсӗмӗнче тата çитӗнӗвӗсенче пысăк вырăн йышăннă. Куравпа Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин паллашнă.
-
Евгений Турхан – тӗрлӗ енлӗ пултаруллă çын
«Сувар» хаçата куллен вулакансем Евгений Турхана аван пӗлеççӗ: вăл хаçат тухма пуçласан редакцире те нумай çул тăрăшнă, тивӗçлӗ канăва тухсан та «Сувара» статьясем, сăвă-калав, шӳтсем çырсах тăрать. Хаçат çумӗнче 1994 çулта «Сунтал» литпӗрлешӗве те вăлах йӗркеленӗ, улшăнми ертсе пырать. Тӗрлӗ енлӗ пултаруллă çын Евгений Андреевич.
-
Майăн 19-мӗшӗ – Тутарстан пичет кунӗ
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин уяв ячӗпе саламлани.
-
Çак кун çумăр çусан уйăх вӗçленичченех йӗпе-сапа пулать
• Çу уйăхӗн 19-мӗшӗ – Иов. Сăпсасем уçă вырăнта йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать. Ир çинчен сывлăм ӳкмен – çанталăк улшăнасса.
-
Пурнăçа улшăну кӗртес текенсемшӗн лайăх вăхăт
Çавăн пекех пирӗнтен хăшӗсем карьера пусмипе улăхӗç, финанссем ăнăçу кӳрӗç. Кашни утăма тӗплӗн шутласа тумалла, хамăр çине çеç шанмалла. Çак кунсенче пысăк, хаклă япала туянар мар.