Никольски ялӗ 20 пин çынна йышăнать. Тен, ытларах та
«Каравон» Вырăс халăх уявӗ яланхи пекех Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен наци уявӗсен календарьне уçать. Майăн 24-мӗшӗнче вырăс халăх культурипе интересленекенсем Лайăш районӗнчи Никольски ялне çул тытӗç – йӗркелӳçӗсем сахалтан та 20 пин çын пуласса шанаççӗ.
2025 çулта шăп майăн 24-мӗшӗнче, «Каравон» ирттерме йышăннă. Çинех тата ку уяв Вырăссен çырулăхӗпе культурин кунӗ тӗлне лекет. Çавăнпа 2025 çулхи «Каравон» тата хăватлăрах пуласси пирки иккӗленместпӗр. Халех паллă, Раççейӗн 16 регионӗнчен 136 ал ăсти пултарулăхне кăтартӗ унта. Килӗшнӗ капăрлăхсене, савăт сапанта тата ыттине туянма та пулать.
Кăçал хедлайнер Варвара. Вăл хăйӗн юррисенче этемлӗхӗн чи хаклă туйăмӗсене, йăла-йӗркене упрамаллине астутарать. Юрăçăн талантне кăмăллакансем уйрăмах савăнса йышăнӗç ку хыпара.
Ытти вырăс уявӗсенчен «Каравон» хороводсемпе – алăран алă тытăнса юрласа утассипе уйрăлса тăрать.
Наци апачӗсене тутанса пăхма та, илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле юрлама та пулать çак кун.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев