Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çак кун çумăр çусан уйăх вӗçленичченех йӗпе-сапа пулать

• Çу уйăхӗн 19-мӗшӗ – Иов. Сăпсасем уçă вырăнта йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать. Ир çинчен сывлăм ӳкмен – çанталăк улшăнасса.

• Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ – Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван. 

• Çу уйăхӗн 21-мӗшӗ – Иван. Уйăх тӗтреллӗ курăнсан çанталăк пăсăласса кӗт. Пӗлӗтсем пӗр çӗре купаланни те çумăр пуласса систерекен паллă. Ирхине асамат кӗперӗ курăнсан – çанталăк пăсăласса, каçхинехи – уяр кунсем пуласса. Аслати авăтать-тӗк, çак уйăх вӗçӗнче те аслатиллӗ çумăрсем пулӗç.

• Çу уйăхӗн 22-мӗшӗ – Çурхи Микула. Микула кунӗнче çумăр çуни аван паллă – тырпул аван çитӗнет. Шапасем кваклатма пуçланă-тăк – сӗлӗ ăнса пулать. Ирхи сывлăмпа пит çусан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнатăн теççӗ. 

• Çу уйăхӗн 23-мӗшӗ – Симон. Ку кун çумăр çуни вара çулла йӗпе-сапаллă çанталăк пуласса пӗлтерет. Вӗлле хурчӗсем хăвăрттăн вӗçеççӗ – уяр çанталăка.

• Çу уйăхӗн 24-мӗшӗ – Мокий. Ку кун çумăр çуни те çу тăршшӗпех çумăр çăвасса пӗлтерет-мӗн. Хӗвел хӗрелсе тухсан – аслатиллӗ çумăрсем вăраха тăсăласса. 

• Çу уйăхӗн 25-мӗшӗ – Епифан. Кăкшăм курăкӗ чечеке ларнă-тăк – сивӗ кунсем хыçра эппин. Шăпчăк çӗрӗпех юрлать пулсан – кунсем ăшă тăраççӗ. Çак кун хӗрсен хура тум тăхăнмалла мар тет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы