Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Пурнăçа улшăну кӗртес текенсемшӗн лайăх вăхăт

Çавăн пекех пирӗнтен хăшӗсем карьера пусмипе улăхӗç, финанссем ăнăçу кӳрӗç. Кашни утăма тӗплӗн шутласа тумалла, хамăр çине çеç шанмалла. Çак кунсенче пысăк, хаклă япала туянар мар.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Пултарулăхăра кура ку эрнере коллективра сирӗн ятăр хисепре пулӗ, сăмахăр – тимлӗхре. Çак кунсенче должноçра ӳстерӗç е пач урăх ӗçе куçатăр. Тахçантанпа шутланисене тума çывăх çынсенчен, ӗçтешӗрсенчен пулăшу ыйтмалла. Çăлтăрсем çак кунсенче эрех-сăра ӗçме хушмаççӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Ӗçтешӗрсемпе, пуçлăхпа хутшăнусем лайăх. Кулленхи ӗçсемпех эрне иртсе каять. Кӗçнерникунтан кăмăлăр çӗкленӳллӗ пулать, ӗçре çӗнӗ технологисемпе усă курсан çитӗнӳ пулать. Çӗнӗ проектсене ăнăçлăн пурнăçласа пыратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Сирӗншӗн питӗ ăнăçлă тапхăр пуçланчӗ. Укçа-тенкӗ, пурлăх ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса парса хăвăрăн ӗмӗтӗре пурнăçлама май пур халь. Çыхăнусене пур енлӗн аталантармалла. Çӗнӗ çынсемпе паллашма, паллах, тахçантанпа тӗл пулманнисене шыраса тупма меллӗ вăхăт. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Паркра, вăрманта уçăлса çӳрени усăллă сирӗншӗн. Пикника тухса кӗнине те çăлтăрсем ырлаççӗ. Куллен шухăшлаттаракан ыйтусене вăхăтлăха манса канлӗн ирттерӗр. Тавралăхпа киленӗр, хăвăрпа хăвăр килӗшӳ тупăр.  

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

«Хӗвел айӗнчи вырăншăн» кӗрешме тивет çак кунсенче. Хăвăр пултаруллă, ăслă, тăрăшуллă пулнипе йăлт аван пулать – шутлани пурнăçланать. Контрактсем çине  алă пуснă чух, укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусенче тимлӗхӗре ан çухатăр. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çӗнӗ çынсемпе паллашма, çӗнӗ проекта пуçăнма питӗ ăнăçлă вăхăт. Çак кунсенче пуçланă ӗç ӳлӗм самай тупăш кӳрӗ. Харкам пурнăçра хутшăнусем çирӗпленеççӗ. Хăюллăрах, тӗллевлӗрех пулăр. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Эрнен пӗрремӗш çурри тӗлпулусемпе, романтикăлла хутшăнусемпе асра юлать. Ӗçре сирӗншӗн йывăрлăхсем çук – пур ыйтăва та туххăмрах татса паратăр, анчах çынсемпе (уйрăмах ӗçре) ан хирӗçӗр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Юратнă çыннăрпа хутшăнусем питӗ лайăх. Савнийӗрӗн тимлӗхӗ пӗр сирӗншӗн çеç – хуть мӗнле юнтарсан та кăмăлăра тупма тăрăшать. Пурнăç лайăхланать, çакăнпа пӗрле çӗнӗ юлташсем тупăнӗç, ӗçлӗ партнерсем те йышланӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çак кунсенче ӗçре çеç мар, çемьере мӗн пулнине те тимлесе ӗлкӗрмелле. Тепӗр эрне пуçланичченех кăткăс ыйтусене татса парассипе ӗçлетӗр. Пӗтӗмпех ăнăçлă вӗçленет. Тус пулас текенсемпе асăрхануллă пулăр, ултавçăсем йышлă халь.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Пӗчченнисен çак кунсенче пулас  мăшăрӗпе паллашма шанăç пур. Хăнара е çул çинче пулса иртӗ ку. Çăлтăрсем сире çӗнӗ çынсемпе тимлӗрех пулма хушаççӗ – тен, ку чăнах та шăпа.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçе, тӗрӗсрех каласан, ӗç вырăнне тимлӗх уйăрмалла: килӗшет-и сире, меллӗ-и ӗçлеме? Халь ума тӗллев лартса хăюллăн ун патне утма лайăх вăхăт. Канмалли кунсене килте çывăх çынсемпе ирттерӗр.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Качча кайма, авланма лайăх вăхăт ку эрне. Халь мăшăрланакансем нумай вăхăт телейлӗ пурăнаççӗ. Пӗчченнисене романтикăлла хутшăнусене пуçлама лайăх вăхăт. Имиджа улăштарни ăнăçлă халь.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп