Евгений Турхан – тӗрлӗ енлӗ пултаруллă çын
«Сувар» хаçата куллен вулакансем Евгений Турхана аван пӗлеççӗ: вăл хаçат тухма пуçласан редакцире те нумай çул тăрăшнă, тивӗçлӗ канăва тухсан та «Сувара» статьясем, сăвă-калав, шӳтсем çырсах тăрать. Хаçат çумӗнче 1994 çулта «Сунтал» литпӗрлешӗве те вăлах йӗркеленӗ, улшăнми ертсе пырать. Тӗрлӗ енлӗ пултаруллă çын Евгений Андреевич.
Евгений Андреевич Турхан 1950 çулхи майăн 19-мӗшӗнче Чăваш Енри Елчӗк районне кӗрекен Турхан ялӗнче çуралнă. Паллă чăваш çыравçин Энтри Турханăн ывăлӗ вăл. 1976 çулхи октябрь уйăхӗнчен пуçласа Патăрьелӗнчи «Авангард» хаçатра сăввисене, каярах прозăлла хайлавӗсене пичетлеме пуçланă.
1994 çулхи апрель уйăхӗнче Хусан хулине, тин çеç уçăлнă «Сувар» хаçата ӗçлеме куçнă. Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн çумӗ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. 2003 çулхи мартăн 31-мӗшӗнчен ТР Писательсен союзӗн пайташӗ.
Евгений Турхан чăваш поэчӗн Григорий Игнатьевич Тяманов-Акташăн «Хасан Туфан тата унăн ентешӗсем» сăвă кӗнекине вырăсла, тутар сăвăçисен Роберт Миннуллинăн, Сажида Сулейманован, Ренат Харисăн, Равиль Файзуллинăн, Зиннур Мансурăн, Кави Латыпăн, Сулейманăн, Хасан Туфанăн, Рафис Корбанăн, Ринат Маннанăн, Галимзян Гильмановăн тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă.
Е.Турхан 11 кӗнеке авторӗ. Унăн «Пăла таврашӗнче» (1989), «Тайна обелиска» (1999), «Последний эльтебер» (2001), «Ăçта эсӗ, юратăвăм» (2010), «Каганлăх тӗпренчӗкӗ» (2014), «Чувашские писатели Татарстана» (соавтор, 2015), «Туслăх çула кӗскетет» (2014), «Аваллăх йӗрӗсене шыраса» (2015), «Пăрала» (2017), «Потомки Аттилы» (2022), «Кукша мыскарисем» (2023). Çавăн пекех Евгений Турхан ăста куçаруçă та. Вăл Григорий Тяманов-Акташăн «Хасан Туфан и его земляки» (2016), Ринат Маннанăн «Вăрçă паттăрӗсем» (2018), Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» (2019), Гавриил Державинăн «Палăк» (2019), Ркаил Зайдуллан «Шурă анчăк» (2020) кӗнекисене куçарнă.
Митта Ваçлейӗ (1985), Алексей Талвир (2014), Махмуд Кашгари (2014) Сажида Сулейманова (2018), Петӗр Хусанкай (2025) ячӗсемлӗ литература премийӗсен лауреачӗ.
Евгений Андреевич майăн 19-мӗшӗнче 75 çул тултарать. Сумлă юбилейпе ăшшăн саламласа пултаруллă поэта, çыравçа, журналиста малашне те литературăра пысăк çитӗнӳсем тума хавхалану сунатпăр.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев