News by date 19 September 2021
-
Короновируспа чирлисем те суйлава хутшăннă, вӗсенчен 100-шӗ сасăланă.
Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, ку суйлава ют çӗршывра пурăнакан Раççей гражданӗсем нумайăн хутшăннă. 144 çӗршывра пурӗ 348 суйлав участокӗ йӗркеленӗ. Паллах, çак çӗршыври власть органӗсемпе пысăк ӗç туса ирттернӗ – пирӗн граждансене суйлав ирӗкӗпе тивӗçтересси пирки. Тутарстан Австрипе Испанишӗн яваплă пулнă.
-
Килӗшекен хушаматшăн сасăлакансем те пур иккен.
Спикер шучӗпе, Патшалăх Думин йышӗнче улшăнусем кӗтмелли çук. Яланхи пек унта «Единая Россия», КПРФ, ЛДПР партисем пулӗç. Çӗнӗ партисем унта кӗресси иккӗленӳллӗ. Социологи тӗпчевӗсем сасăлава хутшăнакансен суйлавӗ тӗрлӗ факторсенчен килнине палăртнă. Суйлав тапхăрӗнчен аякра тăракансем час-час списокра кам пӗрремӗш тăрать çавăншăн сасăлаççӗ, теприсем килӗшнӗ хушаматшăн. Виççӗмӗшсем ятарласа пӗр-пӗр кандидатшăн сасăлаççӗ, вăл мӗнле партире тăни те пӗлтерӗшлех мар. Теприсем пач тӳнтерле – партишӗн сасăлаççӗ, çынни хуть те кам та пултăр. Паллах, ытларах пайӗ ăнланса сасăлать, – терӗ социолог.
-
Германирен килнӗ экспертсем Раççей умӗнче хăйсене парăмлă туйнине пӗлтерчӗç тата ОБСЕ çӗршывӗсен эксперчӗсен байкотне йăнăш утăм тесе палăртрӗç
Раççейри суйлав мӗнле иртнине сăнама ют çӗршыв эксперчӗсем те килнӗ, çав шутра Тутарстана та. Пирӗн патра Сири Араб республикинчен Халăх Канашӗн депутачӗ Самир Хаджарпа Махмуд Алхасан, Баварири Ландтага депутачӗсем Кристиан Франк Ульрих Хенкельпе Ульрих Сингер пулчӗç. Пресс-конференци кăсăк иртрӗ. Господин Хенкель сăмахӗсемпе, вӗсеннипе пирӗн çӗршыври суйлавсен хушшинче уйрăмлăхсем пур. Кунта кăмăла кайнă япаласене Германире сӗнсе пăхма шухăш пуррине пӗлтерчӗ. ОБСЕ çӗршывӗсен эксперчӗсем Раççейри суйлава хирӗç тăрса кунта килме туманнине пысăк йăнăш тесе шутлатăп. Йăнăш утăм. Калаçса татăлса кăна эпир çӗршывсем хушшинче консенсус патне килсе тухма пултаратпăр. Санкцисене те хирӗç эпӗ. Нимӗç пулнă май, пирӗн хутшăнусен историне шута илсе манăн кунта пулмаллах тесе шутларăм. Раççей умӗнче ман çӗршыв парăмра тăрать. Раççей туслă та тӳрӗ кăмăллă партнер, çавна ăнланни – пирӗн аталану çулӗ, – терӗ Хенкель господин. Парламент представителӗ пулсан та политикăлла йышăнусенче хăйӗн витӗмӗ пӗчӗк пулнине каларӗ. Çапах та хăй кунта килни ахаль иртмессе те шанать вăл.
-
Фейксенче çӗнни çук
Паянхи суйлавçă фейксене шансах та каймасть, пӗрремӗшӗнчен, хăй ухмах мар, иккӗмӗшӗнчен, ывăнса çитнӗ.
-
Суйлав результатне Европарламент йышăнасса кӗтмелле мар
Европарламент икӗ эрне каяллах РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавне легитимный мар тесе йышăннă-тăк, суйлав вӗçленсен те вӗсенчен суйлав результачӗсем тӗрӗс тесе йышăнасса кӗтмелле маррине каларӗ «Национальная лига специалистов по связям бизнеса и государства» коммерцилле мар партнерствăн президенчӗ Марат Фоатович Баширов журналистсемпе Zoom урлă çыхăнăва тухса.
-
Сасăлав кăтартăвӗсемпе Тутарстан Мускавпа Санкт-Петербургран иртсе кайнă
Суйлав лару-тăрăвӗпе çыхăннă хăй шухăшне «Петербургская политика» фонд президенчӗ Михаил Виноградов та пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе Раççейре Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗ питӗ те лăпкă, эксцессемсӗр иртет. Виçӗ кунлăх сасăлав пирки маларах тӗрлӗ шухăш пулнине шута илсен те.
-
Ю.КАМАЛТЫНОВ: «ПАРТИСЕМ ПӖР-ПӖРИНПЕ ЮЛТАШЛА ХУТШĂНАТПĂР»
Ку е вăл сăлтава пула хальччен суйлав участокне çитейменнисем 20.00 сехетчен ӗлкӗрмелле.
-
ХУТЬ КАМ ТА СĂНАМА ПУЛТАРАТЬ
Кăçалхи тӗп çӗнӗлӗх – видеостена, обществăлла сăнавçăсем унта харăсах республикăри 48 суйлав участокӗнчи лару-тăрăва сăнаççӗ.
-
ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев журналистсемпе кунӗпе тӗлпулӗ
Паян кунӗпе «Татмедиа» информаци агентствинче йӗркеленӗ Пӗрлехи пресс-центрта кунӗпе пресс-конференцисем иртеççӗ.
-
Александр Малькевич Константин Малышев ыйтăвӗ çине хурав пачӗ
Таса мар конкуренципе çыхăннă пулăмсем 90-мӗш çулсен вӗçӗненпех тăсăлаççӗ, тӗслӗхрен суйлав бюллетеньне партин спойлерӗсене, чăн кандидатпа юнашар унăн «йӗкӗрешӗсене» кӗртесси
-
Икӗ кунра 10 пин ытла фейк
Икӗ кунра Раççейре суйлавпа çыхăннă 10 пин ытла фейк сарăлса ӗлкӗрнӗ. Александр Малькевич сăмахӗсемпе, çав фейксен хушшинче темиçе çул каялла ӳкернӗ видеосем те йышлă тӗл пулаççӗ. Тӗслӗхрен, 2018, 2019 çултисене нумай асăрханă. 2013 çулта ӳкернине те тепре сарма ӳркенмен. Фейксене соцсетьсенече лартсан вăл хăвăрт сарăлать. Ку енӗпе халӗ Тик-ток «ăнăçлă» ӗçлет.
-
Ют çӗршывран килнӗ экспертсене Тутарстанри суйлавра нумай япала тӗлӗнтернӗ.
ТР çын правипе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская ют çӗршывсенчен суйлав мӗнле пынине сăнама килнӗ экспертсен шухăшӗсене çитерчӗ журналистсем патне. Çавсен шутӗнче Германи, Мавритани, Сири çыннисем пулнă. Вӗсем Тутарстанра кăна мар Раççейре те пӗрремӗш хут. Эрне кун эпир вӗсемпе яллă муниципаллă районсене çитсе килтӗмӗр, Арскпа Павлă районӗсене. Пурӗ 7 суйлав участокне çитрӗмӗр. Ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Лайăш районӗнче тата Хусанта пулчӗç. Интересленсе сăнарӗç. Пуринчен ытла вӗсене обществăлла сăнавçăсем участоксенче ӗçлени тӗлӗнтерчӗ. Унтан инвалидсем валли ятарлă условисем туса пани. ТР Обществăлла палатинче сăнавçăсем стена çине çакнă тем пысăкăш экрансем урлă республикăри хуть те мӗнле суйлав участокне те пăхса тăма пултарни тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем çак майпа усă курса сасăлава хутшăнакансемпе тӳрреммӗн хутшăнма, ыйтусем пама пултарчӗç. Блогерсене явăçтарни те интереслентерчӗ вӗсене. Германирен килнӗ Ульрих Сингер инвалидсемпе ӗçлес опытпа интересленчӗ, – каласа пачӗ Сария Сабурская.
-
Сасăлава хутшăннисем тӳлевсӗр концерта, кинона кайма, музейсене çӳреме пултараççӗ.
Культура министрӗн сăмахӗсемпе суйлав кунӗсенче культура учрежденийӗсене çӳрекенсен йышӗ ӳснӗ. Ятарласа суйлав вăхăтне нимле мероприяти те шутласа кăларман. Апла пулсан çынсемшӗн суйлав чăннипех уяв? Е тӳлевсӗр концерта каясси илӗртет-ши? Хусана ак сăмахран, Олег Газманов килет паян. Ăна «Ак Барс Арена» стадионра курма, итлеме пулӗ паян.
-
Олег Газманов юрланине паян тӳлевсӗрех курма пулать
Сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче, суйлав кунӗсенче, Хусанта культура программи пуян. Çак кунсенче халăх валли йӗркеленӗ мероприятисен шучӗ те çук. Кун пирки «Татар-информ» Информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Искандерович Абзалов каласа пачӗ.
-
Роспотребнадзор суйлав участокӗсенче вакцинаци иртнӗ çынсене ӗçлеттерме сӗннӗ
Участокри суйлав комиссийӗсенче ӗçлекенсенчен 63 проценчӗ коронавирус инфекцийӗнчен привика тунă. Çакăн çинчен Хусанти Пӗрлехи информаци центрне пухăннă журналистсене Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Татьяна Патяшина пӗлтерчӗ.