Участокри суйлав комиссийӗсенче ӗçлекенсенчен 63 проценчӗ коронавирус инфекцийӗнчен привика тунă. Çакăн çинчен Хусанти Пӗрлехи информаци центрне пухăннă журналистсене Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Татьяна Патяшина пӗлтерчӗ.
«Коронавируспа эпидеми лару-тăрăвне çăмăл теме çук, анчах та кунашкал условисенче сулйав кампанийӗ пӗрремӗш хут иртмест. Профилактика тата хăрушсăрлăх мерисем пирки пирӗн рекомендацисем июль уйăхӗнчех тухнă. Çӗнӗлӗхсенчен çакна кăна палăртма пулать – эпир суйлав процедурине коронавирус инфекцийӗнчен привика тунă çынсене явăçтарма сӗнтӗмӗр. Комиссисенче ӗçлекенсенчен 63 проценчӗ вакцинаци иртнӗ», – тенӗ Патяшина.
Сентябрӗн 15-16-мӗшӗсенче кашни суйлав участокне Роспотребнадзор ӗçченӗсем тӗрӗслесе тухнă. 243 специалиста çак ӗçе тимлеме çирӗплетнӗ. Кӗçнерникун мӗн пур участок суйлав ирттерме хатӗр пулнă.
Нет комментариев