Суйлав результатне Европарламент йышăнасса кӗтмелле мар
Европарламент икӗ эрне каяллах РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавне легитимный мар тесе йышăннă-тăк, суйлав вӗçленсен те вӗсенчен суйлав результачӗсем тӗрӗс тесе йышăнасса кӗтмелле маррине каларӗ «Национальная лига специалистов по связям бизнеса и государства» коммерцилле мар партнерствăн президенчӗ Марат Фоатович Баширов журналистсемпе Zoom урлă çыхăнăва тухса.
Ун шучӗпе, кăçалхи суйлав тӗрӗс те уççăн иртет. Çакна суйлав участокӗсенче нихçанхинчен нумай вырнаçтарнă видеокамерăсен шучӗ çирӗплетет. «Демократи хаклă япала. Апла-тăк видеокамерăсем кирлех», – терӗ вăл камерăсен кирлӗлӗхӗ пирки ыйтсан. Тата ултă регионăн суйлав участокӗсенче палăрнă тӗрӗс марлăха Тӗп суйлав комиссийӗ хăйех пӗлтерни те суйлав уçă уçă иртнине кăтартать. Шел те, суйлава килнисен шучӗ кашни регионтах пӗр мар, хăш-пӗр çӗрте 50 процента та çитмест. Çаплах Хусан хулин виçӗ районӗнче те суйлав участокне килекенсем сахал-мӗн. Ку вăл кăçалхи суйлавра кăна çапла иккенне пӗлтермест, вӗсем нихăçан та активлă пулман. Ытти хуласенче те пур ун пек районсем.
Суйлав виçӗ куна тăсăлни те ун шучӗпе лайăх япала. Капла халăха меллӗ, суйлавшăн хăйӗн планне улăштармасть вăл,хăйне меллӗ кун килет. Сменăпа ӗçлекеншӗн те аван, ытти чухне смени ытла ир пуçланнăран кун пеккисем суйлав участокне ӗлкӗреймен. Электронлă сасăлав тунине те ырламалла кăна-мӗн, смартфонпа çывăрма выртакан тата çывăрса тăракансемшӗн меллӗ вăл, ытларах çамрăксене кирлӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев