Ют çӗршывран килнӗ экспертсене Тутарстанри суйлавра нумай япала тӗлӗнтернӗ.
ТР çын правипе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская ют çӗршывсенчен суйлав мӗнле пынине сăнама килнӗ экспертсен шухăшӗсене çитерчӗ журналистсем патне. Çавсен шутӗнче Германи, Мавритани, Сири çыннисем пулнă. Вӗсем Тутарстанра кăна мар Раççейре те пӗрремӗш хут. Эрне кун эпир вӗсемпе яллă муниципаллă районсене çитсе килтӗмӗр, Арскпа Павлă районӗсене. Пурӗ 7 суйлав участокне çитрӗмӗр. Ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Лайăш районӗнче тата Хусанта пулчӗç. Интересленсе сăнарӗç. Пуринчен ытла вӗсене обществăлла сăнавçăсем участоксенче ӗçлени тӗлӗнтерчӗ. Унтан инвалидсем валли ятарлă условисем туса пани. ТР Обществăлла палатинче сăнавçăсем стена çине çакнă тем пысăкăш экрансем урлă республикăри хуть те мӗнле суйлав участокне те пăхса тăма пултарни тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем çак майпа усă курса сасăлава хутшăнакансемпе тӳрреммӗн хутшăнма, ыйтусем пама пултарчӗç. Блогерсене явăçтарни те интереслентерчӗ вӗсене. Германирен килнӗ Ульрих Сингер инвалидсемпе ӗçлес опытпа интересленчӗ, – каласа пачӗ Сария Сабурская.
ТР çын правипе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская ют çӗршывсенчен суйлав мӗнле пынине сăнама килнӗ экспертсен шухăшӗсене çитерчӗ журналистсем патне. Çавсен шутӗнче Германи, Мавритани, Сири çыннисем пулнă.
- Вӗсем Тутарстанра кăна мар Раççейре те пӗрремӗш хут. Эрне кун эпир вӗсемпе яллă муниципаллă районсене çитсе килтӗмӗр, Арскпа Павлă районӗсене. Пурӗ 7 суйлав участокне çитрӗмӗр. Ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Лайăш районӗнче тата Хусанта пулчӗç. Интересленсе сăнарӗç. Пуринчен ытла вӗсене обществăлла сăнавçăсем участоксенче ӗçлени тӗлӗнтерчӗ. Унтан инвалидсем валли ятарлă условисем туса пани. ТР Обществăлла палатинче сăнавçăсем стена çине çакнă тем пысăкăш экрансем урлă республикăри хуть те мӗнле суйлав участокне те пăхса тăма пултарни тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем çак майпа усă курса сасăлава хутшăнакансемпе тӳрреммӗн хутшăнма, ыйтусем пама пултарчӗç. Блогерсене явăçтарни те интереслентерчӗ вӗсене. Германирен килнӗ Ульрих Сингер инвалидсемпе ӗçлес опытпа интересленчӗ, – каласа пачӗ Сария Сабурская.
- Сăмах май, пирӗн çӗршывра акă епле те пулин сăлтава пула суйлав участокне пырайманнисем патне суйлав участокӗнчен çын килме пултарать. Ун валли хăв участокна шăнкăравласа пӗлтермелле. Германире суйлава килеймен çын патне бюллетень çырупа ярса параççӗ. Сасăланă хыççăн çын çавăн пек конвертпах каялла ярса парать. Ку чухне суйлав тӗрӗс пынине тӗрӗслеме май çук. Ватă ашшӗ-амăшӗшӗн ачисем те сасăласа яма пултараççӗ. Экспертсем пирӗн мелсем эффективлăрах тесе палăртрӗç, – терӗ Сария Сабурская.
Суккăрсем валли Брайль таблиципе усă курса бюллетеньсем хатӗрлени питӗ тӗлӗнтернӗ экспертсене. Бюллетеньсем çеç мар, кашни партипе кандидат çинчен вулама май пулнă суккăррисемпе япăх куракансен. Сария Сабурская çирӗплетнӗ тăрăх, республикăра граждансене пурне те пӗр пек май туса пама, вăл мӗнле категорие кӗрсен те унăн сасăлав правине сыхласа хăварма тăрăшнă.
Сирирен килнӗ Махмуд Альхасан шучӗпе, Тутарстанра суйлав питӗ те уçă иртет. Кашни суйлав участокне видеокамерăпа тивӗçтерни эксперт шучӗпе питӗ лайăх, ăна тӗнче опытне кӗртмелле.
Сария Сабурская больницăра выртакансен те, тӗрмере ларакансен те сасăлама ирӗк пуррине, вӗсем валли те условисем туса панине пӗлтерчӗ. Пӗтӗмпе республикăра 46 хупă, вăхăтлăх суйлав участокӗ ӗçлет. Вӗсем районсенчи тӗп больницăсенче, психиатри больницисенче вырнаçнă. Следстви изоляторӗсенче 5 суйлав участокӗ йӗркеленӗ.
Суйлав участокӗсенчи йӗркене тӗрӗслесе тăрас тӗллевпе хӗрӳ телефон линине уçнă. Паяна унта 70 ытла шăнкăрав çитнӗ. Йӗркене пăснă пулăмсем ытларах технически правилăсемпе çыхăннă: маска тăхăнманни, кабинкăсене карăсемпе карманни тата ытти те. Суйлав участокӗсене видео майӗпе кӗрсе тӗрӗсленӗ хыççăн анонимсем тӗрӗс мар çăхав пани палăрнă.
Сăнӳкерчӗк upch.tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев