Ю.КАМАЛТЫНОВ: «ПАРТИСЕМ ПӖР-ПӖРИНПЕ ЮЛТАШЛА ХУТШĂНАТПĂР»
Ку е вăл сăлтава пула хальччен суйлав участокне çитейменнисем 20.00 сехетчен ӗлкӗрмелле.
«Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн секретарӗн çумӗ, Фракцин ТР Патшалăх Канашӗнчи ертӳçи, Паташлăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Зимелевич Камалтынов пӗлтернӗ тăрăх, суйлавра кашни партин хăйӗн интересӗ пулсан та вӗсем çак вăхăтра пӗр-пӗринпе юлташла хутшăнаççӗ. Вӗсемшӗн пуриншӗн те чи пӗлерӗшли – суйлав йӗркеллӗ иртесси.
Паян 12 сехет тӗлне суйлакансен шучӗ 60 процентран иртнӗ. Çакна вăл лайăх кăтарту пулнине палăртрӗ. Ку е вăл сăлтава пула хальччен суйлав участокне çитейменнисене 20.00 сехетчен ӗлкӗрмеллине аса илтерчӗ.
«Единая Россия» парти пирки калас пулсан, вӗсем суйлава февраль уйăхӗнчех хатӗрленме пуçланă. Урăх пӗр парти те вӗсен кандидачӗсем чухлӗ халăхпа тӗл пулман-мӗн. Юрий Зимелевич Камалтынов та суйлавсем кăçалхи пек уçă нихăçан та иртменнине пӗлтерчӗ. Муниципалитетсем вырăнсенче суйлава питӗ лайăх йӗркеленине палăртрӗ. Обществăлла сăнавçăсем хальлӗхе суйлавçăсен прависене пăснă тӗслӗхсене асăрхаманнине палăртрӗ, апла-тăк суйлав хальлӗхе лăпкă, йӗркеллӗ пырать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев