News by date 19 November 2025
-
«Хусанти Тухăç пасарӗн» витӗмӗпе
Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн «Хазинэ» наци ӳнер галерейинче «Хусанти Тухăç пасарӗ» фестиваль витӗмӗпе Чечен Республикин Тутарстан Республикинчи Культура кунӗсен шайӗнче «Культура эткерӗ: ӑрусем витӗр пӑхни» курав уçăлать
-
Чăваш кӗнеке издательстви 105 çул тултарнине уявларӗ
Чăваш кӗнеке издательстви – Чăваш автономийӗн тантăшӗ – чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче 105 çул тултарчӗ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмӗ пек уçнă /Чăвашгиз/. Малтанхи вăхăтра унта кӗнекесем çеç мар, хаçат-журнал та кăларнă. Ытларах вӗренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кӗнекисем пичетленӗ. Вăрçă çулӗсенче çар тематикине пысăк тимлӗх уйăрнă. 1963 çулта Чăвашгиз Чăваш кӗнеке издательстви пулса тăнă, кăларăмсен йышӗ чылай ӳснӗ, ача-пăча тата илемлӗ литература пысăк вырăн йышăнма пуçланă, ял хуçалăх, вӗренӳпе педагогика тата ытти кӗнекесем, альбомсем пысăк тиражпа тухнă. Тӗрлӗ çулта кунта паллă чăваш поэчӗсемпе прозаикӗсем вăй хунă: Ухсай Яккăвӗ, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайӗ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветӗр Уяр, Куçма Турхан, Василий Давыдов-Анатри, Юрий Сементер тата ыттисем те.
-
Хусанта «ИнЯз-2025» фестиваль виççӗмӗш хут иртрӗ
Тутарстанăн тӗп хулинчи «Гармония» 20№ гимназире чӗлхесемпе культурăсен «ИнЯз-2025» хула фестивалӗ пулчӗ. Ăна тӗрлӗ халăхсен чӗлхи, культури, йăли-йӗрки çинчен пӗлӗве анлăлатас, вӗсем хушшинче туслă çыхăну йӗркелес, ют чӗлхесене вӗренес, пӗр-пӗринпе хутшăнассине ӳстерес тӗллевпе, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисен шайӗнче çулсерен ирттереççӗ.
-
Каллех хаксем ӳсеççӗ
2026 çулта Тутарстанра коммуналлă услугăсен тарифĕсем икӗ хутчен те ӳсеççӗ. Пӗрремӗшӗ январĕн 1-мĕшĕнчен, ун чух 1,7 процент ытларах тӳлӗпӗр. Кун çинчен ТР Тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумӗ Лариса Хабибуллина ТР Патшалăх Канашĕн çурт-йĕр политикин тата инфраструктурăн аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
-
Шупашкарти чăваш тӗррин музейӗнче «Йăх паллисем: управçă-ал тутрисем» курав уçăлнă
Хӗсмете каякан качча ӗлӗк савнийӗ ятарласа унăн йăх паллине тӗрленӗ ал тутри парса янă. «Çак ал тутрипе каялла килмелле пултӑр», – тенӗ хӗр. Ку вара савнине вăл çартан таврăнасса кӗтме сăмах паниех пулнă. Рекрутшăн вара йăх вăйӗ, управçă шутланнă.
-
Праздник урожая и осени: «Кӗр сӑри» в Стерлитамаке
Традиционные осенние праздники «Автан сӑрипе Ҫурта кунӗ» и «Кӗр сӑри» отмечаются один за другим, знаменуя завершение сельскохозяйственных работ. «Кӗр сӑри» обычно проводят в конце октября или начале ноября, встречая новый месяц после окончания полевых работ.