Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «ИнЯз-2025» фестиваль виççӗмӗш хут иртрӗ

Тутарстанăн тӗп хулинчи «Гармония» 20№ гимназире чӗлхесемпе культурăсен «ИнЯз-2025» хула фестивалӗ пулчӗ. Ăна тӗрлӗ халăхсен чӗлхи, культури, йăли-йӗрки çинчен пӗлӗве анлăлатас, вӗсем хушшинче туслă çыхăну йӗркелес, ют чӗлхесене вӗренес, пӗр-пӗринпе хутшăнассине ӳстерес тӗллевпе, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисен шайӗнче çулсерен ирттереççӗ.

Фестивале Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хутшăнчӗç.  Вырсарни шкулӗн педагогӗсем чăваш, турккă, бурят, нимӗç, азербайджан тата тува урокӗсене ирттерчӗç. Çавăн пекех мордва эрешӗсемпе, тува хӗрарăмӗсен çӳçе пуçтармалли хатӗрӗсене (накосники) ăсталассипе мастер-классем иртрӗç, ачасене удмурт халăхӗн йăлана кӗнӗ вăййисене выляттарчӗç.  Фестиваль шайӗнче Кавказ тата Атăлçи халăхӗсен ташшисене ташлама вӗрентрӗç.

Йӗркелӳçӗсем фестивале хутшăнакансен йышӗ кăçал ӳснине палăртаççӗ, унта  Хусанта вырăс чӗлхине вӗренекен ют çӗршыв студенчӗсем те пулчӗç, вӗсем хăйсен тăван чӗлхипе паллаштарчӗç.

– Эпир чăваш халăхӗ, унăн историйӗ, тăван чӗлхепе унăн уйрăмлăхӗсем  çинчен интереслӗ фактсене каласа патăмăр. Пирӗн пӗр урок ирттермеллеччӗ. Пӗрремӗш ушкăн китаецсем пулчӗç. Питӗ интереслӗ пулса тухрӗ, хамăр урок вăхăтӗнче  «Илемлӗ» юрăпа усă куртăм. Ку вăл чăваш халăх юрри, ăна пентатоникăпа çырнă. Китай халăх музыкипе питӗ килӗшӳллӗ пулнăран вӗсем ăна илтсен хăйсен юрри тесе шутланă. Урока Китай  ачисем питӗ кăсăкланса итлерӗç. Вӗсем  тӗрлӗ сăмахсем чăвашла мӗнле куçнине ыйтса пӗлчӗç. Çавăн пекех 1№ гимназире вӗренекенсемпе тутар чӗлхине вӗрентекенсем тата Хусанти инноваци университечӗн студенчӗсем чăваш чӗлхипе ирттернӗ мастер-класа хутшăнчӗç.  Унта Корея çыннисем те, Африка çӗршывӗсенчен килнӗ студентсем те пулчӗç. Уроксем палăртнинчен ытларах тăсăлчӗç, питӗ интереслӗ пулса тухрӗ, – пӗлтерчӗ Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина.

Фестивальте наци кил-картишӗсен куравӗ  те  пулчӗ. Чăвашсен кил-картишне йӗркелеме  ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташӗсем пулăшнă.

Чӗлхесемпе культурăсен фестивалӗ виççӗмӗш хут иртрӗ. Вăл Хусанта пурăнакансене тӗрлӗ халăх йăли-йӗркипе паллаштарчӗ. Мероприятие Хусанти Вӗрентӳ управленийӗ, ТР Халăхсен ассамблейи тата ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗ йӗркелет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык #Фестиваль народы России ИнЯз