Шупашкарти чăваш тӗррин музейӗнче «Йăх паллисем: управçă-ал тутрисем» курав уçăлнă
Хӗсмете каякан качча ӗлӗк савнийӗ ятарласа унăн йăх паллине тӗрленӗ ал тутри парса янă. «Çак ал тутрипе каялла килмелле пултӑр», – тенӗ хӗр. Ку вара савнине вăл çартан таврăнасса кӗтме сăмах паниех пулнă. Рекрутшăн вара йăх вăйӗ, управçă шутланнă.
Раççей Президенчӗн гранчӗпе пурнăçа кӗрекен çак проекта хутшăннă тӗрӗçӗсем салтаксем валли икӗ енчен те пӗр пек тӗрленӗ управçă-ал тутрисене тăратнă унта. Курава ноябрӗн 6-мӗшӗнче уçнă май йӗркелӳçӗсем арçынсене салтака ăсатас авалхи чăваш йăлине те чӗртсе тăратнă.
I Петӗр патша вăхăтӗнчен пуçласа 19-мӗш ӗмӗр варриччен каччăсем салтакра 20-25 çул службăра тăнă. Тăванӗсем рекрутсене урăх кураймасса та пултарнă ун чух, çавăнпа салтака ăсатас йăла питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнă та, вăл темиçе кунах пынă, тесе хыпарлать «Вести Чувашия» телекăларăм.
Пулас салтака йăх паллине тӗрленӗ ал тутрисем парса ярас йăла çӗнӗрен чӗрӗлет паян. Проекта хутшăнакан тӗрӗçӗсенчен те акă хăш-пӗри çара кайма хатӗрлекен хăйсен çывăх тăванӗсем валли йăх паллиллӗ ал тутри тӗрлесе килнӗ. Пулас салтаксене Ильфар Айнетдиновпа Сергей Петрова парнеленӗ вӗсене.
– Ал тутришӗн тавтапуç. Вăл пире сыхлӗ, эпир Тăван çӗршыва хӳтӗлӗпӗр, – тав тунă пулас салтаксем парнешӗн.
Экспозицие авалхи ал ӗçӗсемпе пӗрлех хальхисене те тăратнă. Чăваш Енри 11 муниципалитетра пурăнакан ал ăстисем тӗрлӗ мелпе хăйсен йăхӗн паллине тӗрленӗ ал тутрисене куравра курма пулать халӗ.
– Пӗрремӗшне савăнса тӗрлерӗм те халӗ чарăнаймастăп, çӗрӗпех ларатăп. Питӗ кăмăла каять, – палăртать проекта хутшăннă Лариса Шоркова.
Курава килекенсем 60 ытла ӗç курма, кӗске метражлă фильм тата мастер-класăн видеозаписӗсене пăхма пултараççӗ кунта. Музей ӗçченӗсем тӗрлӗ управçăсемпе символсен пӗлтерӗшӗ çинчен каласа парӗç.
– Вӗçӗсене тӗрленӗ салтак е авланакан каччăн (хӗр алшăллийӗ те тесе калаççӗ) алшăллийӗсене, каярах ал тутрисене тăратнă кунта, – паллаштарчӗ Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ художникӗ Татьяна Петрова экспозиципе.
«Йăх паллисем» проектпа килӗшӳллӗн 16 мастер-класс тата лекци те ирттернӗ. Çитес вăхăтра Трактор тăвакансен Культура керменӗнче чăваш управçисене хатӗрлекен лаборатори уçма палăртнă.
– Малашне çак курава муниципалитетсем тăрăх илсе çӳреме хатӗрленетпӗр, мӗншӗн тесен ăна курмалла, ку енӗпе вӗренмелле, – малашнехи плансемпе паллаштарнă Чăваш Енӗн культура, наци ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова. Ун сăмахӗсемпе, енчен те муниципалитетсенче çак ӗçе вырăнти ăстасем хутшăнса мастер-класссем ирттерсен ытларах çынна явăçтарма, ун чух чăваш тӗрри тата паллăрах пулӗччӗ.
Рекрут ал тутрисен куравӗ ноябрӗн 26-мӗшӗччен ӗçлӗ. Музее Пушкин карттипе кӗрсе курма пулать. (Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев