Каллех хаксем ӳсеççӗ
2026 çулта Тутарстанра коммуналлă услугăсен тарифĕсем икӗ хутчен те ӳсеççӗ. Пӗрремӗшӗ январĕн 1-мĕшĕнчен, ун чух 1,7 процент ытларах тӳлӗпӗр. Кун çинчен ТР Тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумӗ Лариса Хабибуллина ТР Патшалăх Канашĕн çурт-йĕр политикин тата инфраструктурăн аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен налук нагрузки пысăкланнипе ӳснӗ тăкаксене çапла майпа саплаштарма тивнипе ăнлантараççӗ çакна.
Хальхи вăхăтра нумай компани налук тӳлемелли ансатлатнă системăпа ĕçленипе НДС тӳлемест. Анчах тепĕр çултан пуçласа 20 млн тенкĕрен 60 млн тенкĕ таран тупăш илекеннисем те çак налога тӳлемеллех пулать. НДС ставки те 20 процентран 22 процента ӳсĕ.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугăсен тарифĕсене январĕн 1-мĕшĕнче ӳстерни кашни çулах иртекен индексацие пăрахăçламасть, вăл юлашки çулсенче июлĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. 2026 çулта вара хаксем октябрĕн 1-мĕшĕнче ӳсӗç. Килес çулхи кӗркуннехи индексаци виçи хальлĕхе паллă мар-ха.
Индексаци виçине федераллă власть органĕсем кашни регионшăн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен сĕнĕвĕсем тăрăх уйрăммăн палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, 2025 çулта Тутарстанра тарифсем 17,5 процента ӳснĕ. Çав вăхăтрах çак индексацирен пăрăнма юракан чикĕ пур. 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чи пысăк пăрăну 4,8 процентпа танлашнă. Çакă республикăн нумай районĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсене 17,5 вырăнне 22,3 процента ӳстерме май панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев