Чăваш кӗнеке издательстви 105 çул тултарнине уявларӗ
Чăваш кӗнеке издательстви – Чăваш автономийӗн тантăшӗ – чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче 105 çул тултарчӗ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмӗ пек уçнă /Чăвашгиз/. Малтанхи вăхăтра унта кӗнекесем çеç мар, хаçат-журнал та кăларнă. Ытларах вӗренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кӗнекисем пичетленӗ. Вăрçă çулӗсенче çар тематикине пысăк тимлӗх уйăрнă. 1963 çулта Чăвашгиз Чăваш кӗнеке издательстви пулса тăнă, кăларăмсен йышӗ чылай ӳснӗ, ача-пăча тата илемлӗ литература пысăк вырăн йышăнма пуçланă, ял хуçалăх, вӗренӳпе педагогика тата ытти кӗнекесем, альбомсем пысăк тиражпа тухнă. Тӗрлӗ çулта кунта паллă чăваш поэчӗсемпе прозаикӗсем вăй хунă: Ухсай Яккăвӗ, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайӗ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветӗр Уяр, Куçма Турхан, Василий Давыдов-Анатри, Юрий Сементер тата ыттисем те.
Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче Пичет çуртӗнчи 7-мӗш хутри хăтлă залра Чăваш кӗнеке издательстви йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрӗ. Уява кӗнекеçӗсемпе çыравçăсем, журналистсемпе библиотекарьсем, литература тусӗсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Ăна Ольга Рубцова корректор тата ӳнерпе графика пайӗн заведующийӗ Наталия Орлова ертсе пычӗç. Вӗсем издательствăн кун-çулӗ çинчен кӗскен каласа пачӗç. Хăнасем экран çинчи презентаципе паллашма пултарчӗç.

«Эсир – пуян культура еткерлӗхне упракансем, малалла аталантаракансем. Сирӗн кулленхи ӗç-хӗлӗр, кашнин тӳпи, паянхи курăмлă пӗтӗмлетӳсем – пуласлăхри аталанăва хывнă çирӗп никӗс. Пирӗн умра – кӗнеке издательствине, унăн брендне, пурлăхпа техника базине çӗнетмелли пысăк мероприяти. Эпир ку ӗçе пуçăнтăмăр ӗнтӗ. Пурне те ăнăçу, çитӗнӳсем тата ăшăлăх сунатăп», – терӗ Чăваш Республикин цифра министрӗ Михаил Степанов. Вăл Эллада Надукова аслă бухгалтера, Ольга Рубцовăпа Эльвира Шельтямова корректорсене Чăваш Республикин цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларӗ. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов, тӗп бухгалтерăн çумӗ (ертсе пыракан экономист) Ирина Краснова, «Книжные новинки № 3» магазин сутуçисем Ирина Павловăпа Наталия Егорова ЧР Цифра министерствин Тав хутне тивӗçрӗç.
Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов предприятие еплерех вырнаçнине аса илчӗ, хăйне пулăшакансене тав турӗ. «Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлама мана шанса панă хыççăнхи пӗрремӗш уйăхсене ăнланман чӗлхепе кăткăс текст вулама хăтланнипе танлаштарас килет. Мӗнпур ыйтăва татса панă çӗре хутшăнма, пӗтӗмпех ăша хывма тиврӗ: офисри пӳлӗмсене шыв аннине пӗтермеллинчен пуçласа ӗçченсене шалăва вăхăтра памалли таранах. Виçӗ çул тăрăшатăп ку йышра. Каялла çаврăнса пăхатăп та редакторсен, корректорсен, верстка тăвакансен капашсăр пысăк ӗçне куратăп. Вӗсем нимле йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсен ӗçне юратса тăваççӗ. Çывăх вăхăтра Чăваш кӗнеке издательствине «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексӗпе пӗрлештерме йышăннă. Ку утăм çӗнӗ те вăйлă тытăм йӗркелессе шанатăп. Вăл чăваш чӗлхипе литературине, культурине цифра ӗмӗрӗнче аталанма май туса патăрччӗ. 105 çул каялла Чăваш кӗнеке издательствине шăпах мӗн пуррине упраса малалла аталантарас тӗллевпе пуçарса янине асра тытасчӗ.

Манăн çавăн пекех хама çул кăтартса, пулăшса пынă çынсене тав тăвас килет. Чи малтанах – Татьяна Журавлева тӗп бухгалтера. Вăл предприятире 1986 çултанпа вăй хурать. Ун пек чунне парса ӗçлекен сайра. Александр Иванова та пысăк тав. Вăл тӗп директорта тимленӗ чухне мана издательствăна чӗнсе илчӗ, яваплă ӗçсем шанчӗ. Александр Степанович хавхалантарни, эпӗ пултарассине ӗненни хăват хушрӗ, çӗнӗ майсем уçса пачӗ» – терӗ Владимир Петрович.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ – социаллă политика, наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен Комитетăн председателӗ Ольга Петрова издательство ӗçченӗсемпе ветерансене ăшшăн саламларӗ. Ольга Исааковна издательство ӗçӗ-хӗлӗ республика пурнăçӗпе тачă çыхăннине палăртрӗ. Вăл çавăн пекех маркетингпа суту-илӳ пайӗн ертӳçине Елена Ивановăна, суту-илӳ менеджерне Наталия Николаевăна ЧР Патшалăх Канашӗн Хисеп грамотипе, «Книжные новинки № 2» магазин заведующине Ольга Степановăна Тав хучӗпе чысларӗ.
ЧР Хӗрарăмсен канашӗн ертӳçин çумӗ Нина Глотова издательствăна питӗ шанчăклă партнер пулнине асăнчӗ. «Кунта профессионалсем, пултаруллă çынсем ӗçлеççӗ. Эпир кирек ăçта кайма пуçтарăнсан та кӗнеке чи лайăх парне пулнине шута илсе сирӗн кăларăмсемпе çула тухатпăр. Чăваш кӗнеке издательствин парнисемпе эпир яланах çӳллӗ шайра пуласса пӗлетпӗр», – терӗ Нина Михайловна. Вăл Елена Казакова аслă корректора, ӳнерпе графика пайӗн заведующине Наталия Орловăна Тав хучӗ пачӗ.
«Чăваш кӗнеке издательствипе эпир алла-аллăн утатпăр. Кунта вӗренӳ кăларăмӗсем те, словарьсем те нумай тухаççӗ. 105 çул хушшинче издательство пиншер кӗнеке кăларнă. Кунта тухнă пособисене Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чӗмпӗр тата Самар облаçӗсенче питӗ лайăх пӗлеççӗ», – палăртрӗ Чăваш Республикин вӗренӳ институчӗн проректорӗ Инесса Ядранская. Маркетингпа суту-илӳ пайӗн ертӳçи Елена Иванова, Татьяна Журавлева тӗп бухгалтер, вӗренӳ кӗнекисен редакцийӗн заведующийӗ Алина Майорова, вӗренӳ кӗнекисен редакторӗ Надежда Вечеркина ун аллинчен Тав хучӗ илме тивӗç пулчӗç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн директор çумӗ Ирина Кириллова та издательство институтăн шанчăклă тусӗ пулнине çирӗплетрӗ. «Эсир пирӗн алçырусенчен паха кăларăмсем тăватăр. Пӗрле килӗштерсе ӗçлесе эпир нумай кӗнеке кăларнă. Тӗслӗхрен, “Чăваш халăх пултарулăхӗ” ярăмпа вун виçӗ том тухрӗ. Халӗ ку серири кăларăмсем чăвашла-вырăсла пичетленсе пыраççӗ. Çавăн пекех историпе, археологипе, этнографипе, искусствăпа, фольклорпа, литературăпа çыхăннă нумай-нумай кӗнеке хатӗрленӗ эпир сирӗнпе. Пурне те çирӗп вăй-хал, сывлăх сунатăп. Чăваш кӗнеки малалла та аталантăр», – терӗ Ирина Юрьевна.
Уява кӳршӗ республикăсенчи кӗнеке кăларакансем те çитнӗ. «Мари кӗнеке издательстви» Издательство çурчӗн директорӗ Эдуард Иманаев мероприятие хаваспах килнине пӗлтерчӗ. Юпа уйăхӗнче марисем хăйсен издательстви 100 çул тултарнине паллă тунăччӗ. Акă икӗ ертӳçӗ каллех тӗл пулчӗ – хальхинче Чăваш кӗнеке издательствин 105 çулхи çуралнă кунӗнче. «Малашне те туслă çыхăнăва упрасчӗ, пӗр-пӗринчен вӗренсе пырасчӗ», – терӗ Эдуард Аркадьевич.
Вăрăм çула кӗскетсе Зайнаб Биишева ячӗллӗ «Китап» Пушкăрт издательствинчен унăн директорӗ Эльмира Хайритдиновăпа Зульфия Карабаева тӗп редактор килнӗ. «Ӗмӗрхи йăла-йӗркене упраса малалла аталантарма, чăваш тата Чăваш Енри халăхсен литературин, вӗренӗвӗн, культурин чечекленӗвӗшӗн тухăçлă ӗçлеме сунатăп. Кирек мӗнле улшăнусем те сире ырри патне илсе çитерччӗр. Пирӗн тӗп тӗллев – тăван чӗлхене, тăван кӗнекене сыхласа хăварасси. Тепӗр çӗр çултан та Чăваш кӗнеке издательстви ӗçлетӗр, чăвашла кăларăмсем пичетленччӗр. Сире ăнланакан вулакансем яланах пулччăр», – терӗ Зульфия Шарифьяновна.
Сцена çине çавăн пекех Чăваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекин директорӗ Татьяна Вашуркина, Шупашкарти библиотекăсен пӗрлешӗвӗн директорӗ Маргарита Пыркина, К.В. Иванов ячӗллӗ библиотекăн заведующийӗ Анна Шашкова, Раççей писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн правленийӗн председателӗ Сергей Павлов, «Хыпар» хаçатăн хыпарсен службин редакторӗ Лариса Петрова, Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ пулнă Александр Иванов, Марина Карягина сăвăç тата тележурналист хăпарчӗç, ăшă сăмахсем каларӗç. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов Раççейри кӗнеке издателӗсен ассоциациӗн (АСКИ) грамотисемпе Екатерина Васильева ӳнер редакторне, Татьяна Журавлева тӗп бухгалтера, ача-пăча тата илемлӗ литература редакторне Ольга Ивановăна, «Книжные новинки № 3» магазин заведующине Оксана Филипповăна чысларӗ. Издательствăпа тачă çыхăнса ӗçлекенсем – хаçат-журнал, радио-телевидени журналисчӗсем тата ӳнерçӗсем – Тав хучӗсене тивӗçрӗç.

Уява Светлана Печникова юрăçăн, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн пултарулăх номерӗсем илемлетрӗç. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова чăваш поэчӗсен сăввисене илемлӗ каларӗ. Мероприятире çепӗç сăмах чылай янăрарӗ, çак кун издательство ӗçченӗсене нумай савăк самант парнелерӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев