News by date 20 March 2026
-
«Атте, анне тата эпӗ – ГТО çемйи» онлайн-акцин çӗнтерӳçисем паллă
ТР Спорт министерстви Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалласа февралӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 20-мӗшӗччен ирттернӗ видеороликсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
-
Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççа 5 çулти ывăлӗпе поликлиникăна килнӗ. – Ну, Петюк, сан мӗн ыратать? – ыйтать тухтăр ачаран. – Нимӗн те! – тет ача. – Ну, юрать... Апла пулсан ашшӗнчен ыйтам: Петюка мӗн канăçсăрлантарать? – Пӗлместӗп. Пире Петюкăн амăшӗ ячӗ кунта...
-
Типӗ апачӗ – фасольпе пӗçернӗ купăста
Туранă суханпа теркăпа хырнă кишӗре тип çу çинче ăшаламалла. Унтан туранă купăста, лавр çулçи, тăвар тата пăрăç хушса 10-15 минут хупласа пӗçермелле.
-
Сăнӳкерчӗке пăх-ха, кам ку?
Чистай хулинче 58-ти хӗрарăм çине 126 000 тенкӗ кредит çакнă. Йăлтах «Сăнӳкерчӗке пăх-ха, кам ку? Çул-йӗр аварийӗнче вилнӗ вăл» текен СМС- çыру килнинчен пуçланнă.
-
Нумай пулмасть 98 çул тултарнă тыл ветеранӗ Зинаида Селиванова хăйӗн пурнăçне пӗрре те ӳпкелемест
Ялти ытти хӗрсемпе пӗрле Мускав тăрăхне кӗленче завочӗ тума ăсатнă чухне Аксу районӗнчи Беловка хӗрӗ Зинаида Полоруссова вун çиччӗ те тултарман пулнă-ха. Вăрçă вăхăтӗнче арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратмалла пулнă.
-
Паян мăсăльмансем Ураза-байрам паллă тăваççӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов республикăра пурăнакансене уяв ячӗпе саламлать.