Типӗ апачӗ – фасольпе пӗçернӗ купăста
Туранă суханпа теркăпа хырнă кишӗре тип çу çинче ăшаламалла. Унтан туранă купăста, лавр çулçи, тăвар тата пăрăç хушса 10-15 минут хупласа пӗçермелле.
Купăста çине томат пасти, кăштахран шыв хушса вӗреме кӗртмелле, унтан фасоль хушса пăтраштармалла та хупласа тата 5 минут пӗçермелле. Вӗтетнӗ ыхра, кăшт сахăр песокӗ хушсан юрать. 2-3 минутран фасольпе пӗçернӗ купăстана плита çинчен илсен те юрать.
500 г купăста, 400 г консервăланă е пӗçернӗ фасоль, 150 мл шыв, 1 кишӗр, 1 пуç сухан, 3-4 кашăк тип çу, 2 лавр çулçи, 2 кашăк томат пасти, 1 шăл ыхра, çур чей кашăкӗ сахăр песокӗ, кирлӗ чухлӗ тăвар, вӗтетнӗ хура пăрăç кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев