«Атте, анне тата эпӗ – ГТО çемйи» онлайн-акцин çӗнтерӳçисем паллă
ТР Спорт министерстви Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалласа февралӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 20-мӗшӗччен ирттернӗ видеороликсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Акцие хутшăнакансем хăйсен çемйинчи Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисемпе тыл ветеранӗсен паттăрлăхӗ çинчен пӗр минутран ытла мар тăсăлакан видеоролик ӳкерсе муниципаллă районсен «ВКонтакте» социаллă сетьри «ГТО» ВФСК страницине вырнаçтармалла пулнă. Тӗп услови – видеора виççӗрен ытла мар çын хутшăнмалла, ГТО символикипе элеменчӗсем пулмалла.
Республика тапхăрне районсенчен чи лайăх пӗр видеоролика суйласа илнӗ. Кун пеккисем пурӗ 12 пухăннă. Жюри çак 12 командăна та дипломпа тата «ГТО» ВФСК сувенир продукцийӗпе наградăлама йышăннă, тесе пӗлтерет ТР Спорт министерствин пресс-служби.
Çапла вара çӗнтерӳçӗсем çаксем:
Раяна Габдуллина– Азнакай районӗ;
Серафим Маловпа Анастасия Малова – Аксу районӗ;
Лиана Исмагилова – Арск районӗ;
Адиля Галиева, Амир Галиев – Атня районӗ;
Эмилия Мухутдинова – Пӗкӗлме районӗ;
Максим Ахмуков – Çӗпрел районӗ;
Салимовсен çемйи – Елабуга районӗ;
Сафинсен çемйи – Ешӗлвар районӗ;
Семён Журавлев – Спас районӗ;
Денис Андреев, Рамазан Туктаров – Тукай районӗ;
Рамина Хафизова – Ютаза районӗ;
Рената Кашапова – Çырчалли хули.
Акцие çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ парас тата çемьесен хушшинчи ГТО комплексне анлă сарас тӗллевсене пурнăçлакан «Спорт России» патшалăх программипе ирттернӗ. ( сăнӳкерчӗк minsport.tatarstan.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев