Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççа 5 çулти ывăлӗпе поликлиникăна килнӗ. – Ну, Петюк, сан мӗн ыратать? – ыйтать тухтăр ачаран. – Нимӗн те! – тет ача. – Ну, юрать... Апла пулсан ашшӗнчен ыйтам: Петюка мӗн канăçсăрлантарать? – Пӗлместӗп. Пире Петюкăн амăшӗ ячӗ кунта...
Чăнкă Мирунăн йытти çухалнă. Арăмӗ ăна хаçата пӗлтерӳ пама сӗнет. Пӗр эрне иртет, иккӗ – йытă тупăнмасть.
– Пӗлтерӳре мӗн çыртăн вара эсӗ? – ыйтать арăмӗ Мирунран.
– «Шарик, киле таврăн» терӗм, – хуравлать арçын.
* * *
Пасарта.
– Кинеми, сирӗн кăмпăр ӗнер йӳнӗрехчӗ вӗт вара? – тӗпчет маринадланă кăмпа туянас текен Вӗçкӗн Ваççа.
– И-и, ывăлăм, доллар кашни кун ӳсет вӗт... – хуравлать сутуçă.
– Эсир кăмпа татма Америкăна çӳретӗр-им?..
* * *
Урок пырать.
– Ачасем, паян тӗрӗслев ӗçӗ çырăпăр, – тет вӗрентекен.
Пӗр ача алă çӗклет:
– Калькуляторпа усă курма юрать-и?
– Юрать.
– Менделеев таблиципе?
– Юрать. Тӗрӗслев ӗçӗн теми – «Революци».
* * *
– Савнин сăнне ниепле те астуса юлаймастăп. Кашни тӗл пулмассерен урăхла пит-куçлă вăл... – каласа парать Чипер Марине хӗр-тусне.
– Мӗн ӗçлесе пурăнаканскер вара вăл? – тӗпчет тусӗ.
– Боксер...
×××
Университетра экзамен пырать. Преподаватель студентран:
– Хушаматăр?
– Иванов! – тет те йăл кулать студент.
– Ма кулатăр? – ыйтать профессор.
– Пӗрремӗш ыйтăва тӗрӗс хуравланăшăн савăнатăп, – хуравлать студент.
×××
Вӗрентекен:
– Эпӗ ӳсӗретӗп, эсӗ ӳсӗретӗн, вăл ӳсӗрет. Мӗнле вăхăт ку?
Петюк:
– Хӗллехи!
×××
– Вӗçме вӗренмешкӗн сана мӗн чухлӗ кирлӗ?
– Çич-сакăр...
– Уйăх-и?
– Самолет!
* * *
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев