Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сăнӳкерчӗке пăх-ха, кам ку?

Чистай хулинче 58-ти хӗрарăм çине 126 000 тенкӗ кредит çакнă. Йăлтах «Сăнӳкерчӗке пăх-ха, кам ку? Çул-йӗр аварийӗнче вилнӗ вăл» текен СМС- çыру килнинчен пуçланнă.

Сăнӳкерчӗкре кам пулнине пӗлес килни сыхлăх çинчен мантарнă та ăна. Пӗр шикленмесӗрех хайхисем ярса панă ссылкăпа кӗнӗ. Чăн та, нимӗн те пăхайман, мӗншӗн тесен сăн­ӳкерчӗк уçăлман. Хăйне улталанине ăнланса илсен банк карттисене тӳрех хупма, парольсене улăштарма хăтланнă-ха хӗрарăм, анчах ултавçăсем унран та вăр-вартараххисем çакланнă. Даннăйӗсемпе усă курса тӗрлӗ финанс организацийӗнче ун ячӗпе 126 000 тенкӗ ытла кредит илсе те ӗлкӗрнӗ.

Граждансене тимлӗрех пулмаллине, палламан çынсенчен килекен ссылкăсемпе кӗме юраманнине ТР ШӖМӗ тепӗр хут аса илтерет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ОсторожноМошенники