News by date 20 May 2026
-
Аслă ăрурисем цифра пӗлӗвӗн курсне иртме пултараççӗ
Тутарстанра аслă ӳсӗмри çынсене интернетра хăрушлăхсăр ӗçлемеле вӗрентеççӗ. Хусанта иртнӗ çӗнӗ социаллă вӗренӳ проекчӗн пӗрремӗш занятине хутшăнакансене онлайн-туянусенче тата социаллă сетьре хӳтӗленмелли тӗп правилăсем çинчен каласа панă. Кун пирки ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
37 спортсмен «Туриадăна» хутшăнать
Майăн 19-мӗшӗнче Саратов облаçӗнчи «Хвалынь» курортӗнче XIII «Туриада» спортпа турист лагерӗ ӗçлеме пуçланă. Тутарстанран унта 37 спортсмен хутшăнать. Кун пирки ТР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
KazanForum культура халăхсен хушшинчи дипломати хутшăнăвӗсен чи шанчăклă чӗлхи пулнине кăтартса пачӗ
Культурăпа искусствăн дипломати вăйӗ пысăк, вăл çӗршывсен хутшăнăвӗсенче те пысăк вырăн йышăнать. Пӗр-пӗрин культурипе паллашни обществăлла шухăшлава улăштарса тӗп хаклăхсене тӗнче аренине кăларать, пӗр-пӗринпе культура диалогне йӗркелеме пулăшать.
-
Ултавçăсем çывăрмаççӗ
Анат Камăра пурăнакан хӗрарăм ултавçăсен аллине лексе 300 пин тенкисӗр тăрса юлнă. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Шкул ачисем искусствӑлла интеллекта тарӑннӑн вӗренӗç
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей шкул ачисем информатикӑн тарӑнлатнӑ курсӗ шайӗнче «Искусствӑлла интеллект» профиле вӗренме тытӑнӗç. Кун пирки РИА Новостине панă интервьюра РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.