KazanForum культура  халăхсен хушшинчи дипломати хутшăнăвӗсен чи шанчăклă чӗлхи пулнине кăтартса пачӗ
Çӗнӗ хыпарсем

KazanForum культура халăхсен хушшинчи дипломати хутшăнăвӗсен чи шанчăклă чӗлхи пулнине кăтартса пачӗ

Культурăпа искусствăн дипломати вăйӗ пысăк, вăл çӗршывсен хутшăнăвӗсенче те пысăк вырăн йышăнать. Пӗр-пӗрин культурипе паллашни обществăлла шухăшлава улăштарса тӗп хаклăхсене тӗнче аренине кăларать, пӗр-пӗринпе культура диалогне йӗркелеме пулăшать.

Культурăпа искусствăн дипломати вăйӗ пысăк, вăл çӗршывсен хутшăнăвӗсенче те пысăк вырăн йышăнать. Пӗр-пӗрин культурипе паллашни обществăлла шухăшлава улăштарса тӗп хаклăхсене тӗнче  аренине кăларать, пӗр-пӗринпе культура диалогне йӗркелеме пулăшать.

Кăна Хусанта майăн 12-17-мӗшӗсенче иртнӗ KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн культура программи тăрăх та çирӗплетме пултаратпăр. Çуллен культура программи вăйланса, пысăкрах вырăн йышăнса пырать. Кăçал Хусан Ислам тӗнчин культура тӗп хули пулни те пысăк витӗм кӳчӗ паллах. Ун шайӗнче иртнӗ мероприятисене Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче РФ Культура министрӗ Ольга Любимова хăй уçрӗ. 2026 çулта Ислам культурин тӗп хули статуса Хусана пани хулан пӗлтерӗшне çирӗплетни пулчӗ. Кунта Анăçпа Хӗвелтухăç культура йăлисем тӗлпулаççӗ. Раççей ислам тӗнчипе культура хутшăнăвӗсене пысăк пӗлтерӗшпе пăхать. Пирӗн çӗршывсен культура çыхăнăвӗсене аталантарассинчи потенциал çав тери пысăк. Çакна Хусанта иртекен пысăк мероприятисем те çирӗплетеççӗ», – тенӗччӗ РФ культура министрӗ паллă çулталăка уçса. Сăмах май, Хусанта иртнӗ форумра Ольга Любимова ОИС, ИСЕСКО представителӗсемпе, Египет, Азербайджан культура министрӗсемпе икӗ енлӗ тӗлпулусем ирттернине палăртса хăварас пулать.

Культура программи питӗ анлă. Вӗсенчен майăн 13-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртнӗ мода каçне тата майăн 15-мӗшӗнче Г.Камал театрӗнче пулнă «Ночь единства и преданности. Голос сердца» гала-концерт çинче уйрăммăн чарăнас килет. Тӗлӗнмелле илемлӗ, ытарлă, хавхалантаракан мероприятисем пулчӗç вӗсем. Modest Fashion Day-е вырăсла «показ благопристойной моды» тесе палăртнă, чăвашла сапăр тейӗпӗр. Малтанласа ку мероприятие мăсăльман дизайнерсем кăна хутшăнатчӗç. Халӗ наци тумӗпе ӗçлекеннисене те кăмăлпах йышăнаççӗ. Наци тумӗ вăл – халăхăн культурипе историйӗ, тӗнчекурăмӗ. Хуть хăш халăхăн наци тумӗ те пуян капăрлăхпа, пысăк эстетикăпа палăрса тăрать. Наци тумтирӗ вăл халăхсен чи хаклă еткерӗ те. Самана, цивилизацисен  витӗмӗпе улшăнса пыни тăрăх халăхăн истори çулне, ытти халăхсемпе культура, суту-илӳ çыхăнăвӗсене те йӗрлеме пулать.

Хальхинче хăйсен тум коллекцийӗсемпе подиум çине Раççей, СНГ, Çывăхри Хӗвелтухăç, Кăнтăр Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсен дизайнерӗсем тухрӗç. ТР Инвестицисен аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина палăртнă тăрăх та, Modest Fashion Day Хусан форумӗн хăнисемшӗн интереслӗ те кӗтнӗ пулăм.

Раççей дизайнерӗсенчен мода каçне Челябинскран Диана Жалилова, Хусантан
«The Madinna» бренд йӗркелӳçи Мадина Сабиржан, Ӗпхӳрен «MIRANG» бренд йӗркелӳçи Эльмира Имангулова хутшăнчӗç. Ют çӗршывсенчен Марокко (El Couhen Creations), Малайзи (YANI BAKHTIAR), Индонези (3Giffary), Узбекистан (Mursak), Туркменистан (MIRAS) тата Пакистан (Nida Azwer Atelier) модельер-дизайнерсем пулчӗç.

Вӗсенчен Туркменистанăн «Мирас» мода çурчӗн тата Пакистан дизайнерӗн Нида Азверăн коллекцийӗсене уйрăммăн палăртас килет. Туркменсен стилизациленӗ наци тумӗ чăваш тумӗн йӗрӗпе çывăххи палăрчӗ. Пуçа тăхăнмалли капăрлăхсем те пӗр евӗрлӗрех. Апла пулсан хамăр историре ку халăхпа хутшăнусем çывăх пулнă теме пулать. Мода вăл политика мар, анчах политиксен историри йăнăшӗсене уçăмлатма пултарать. Акă мӗншӗн пирӗн хамăр халăхăн тум историне тӗпчемелле, упрамалла. Нумай вăрттăнлăх, пӗлӳ  упрать вăл хăйӗнче.

Пакистан дизайнерӗн коллекцийӗ, мода виçипе пăхсан, стилисика енӗпе чи таси пулчӗ пулмалла. Тумсем пӗр-пӗринпе килсе тăрса модельер шухăшланă историе çырăнчӗç. Кашни кӗпе хăйне уйрăм пай пулса пӗрле илемлӗ романа çырăнчӗç.

Майăн 15-мӗшӗнче вара музыка авăрне çавăрса кӗчӗ. Проектăн режиссёр-постановщикӗ тата илемлӗ пултарулăх ертӳçи Ханс-Йоахим Фрай тӗнчери чи лайăх музыкантсене ахах-мерчен евӗр пуçтарнă. Спектакль манерлӗ йӗркеленӗ гала-концерт пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Кашни юрăç е музыкант сцена çине тухнă хыççăн зал чылайччен алă çупса «браво» кăшкăрчӗ. Артистсем Данияр Соколов дирижер ертсе пыракан Г.Камал театр оркестрӗн чӗрӗ музыкипе  юрларӗç. Кашни кӗвӗ-çемӗ, юрă чунри чи тарăн хӗлӗхсене хускатса куççуль кăларттарчӗ. Пысăк çав музыка вăйӗ. Çӳле-çӳле çӗклесе хавхалантарать те, чи тарăн туйăмсене вăратса йртет те, вăй-хал та кӳрет.  Çак кун сцена çине Элеонора Макарова (Раççей, сопрано), Тихон Евланов (Раççей, виолончель), Рамиз Усманов (Узбекистан, тенор), Таир Тажигулов (Казахстан, бас),  Зейна Бархум (Иордани, сопрано), Эрик Мирзоян (Армени, дудук), Хани Абдельзахер (Египет, тенор), Дилруба Билгили (Турци, сопрано)  Жак Грег Белобо (Камерун, бас) Фатима Аллхашми (Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсем, меццо-сопрано), Наргиз Алиева (фортепиано), Фидан Дамирова (Азербайджан, контральто) тухрӗç. Пӗринчен тепри пултаруллă, вӗçӗмсӗр итлеме хатӗр вӗсене. Эрик Мирзоян «Гладиатор» фильм валли Ханс Циммерпа Лиза Джеррард çырнă саундтрека дудукпа каласа куççульпех йӗртрӗ. Дилруба Билгили Иорданин чи авалхи, халӗ пушанса юлнă Петра хулин музыка культурине тӗпчесе çав хулан кӗвви-юррине чӗретсе тăратнă. Çак пуян еткерпе паллаштарни питӗ хаклă пулчӗ. Таир Тажигулов вара Леонид Утесовăн «Вдоль по Питерской» юррине юрласа концерта хавхалануллă нота кӳртрӗ. Кашни çинчен нумай çырма пулать, вӗсем пурте хăйсен çӗршывӗсен паллă опера юрăçисем, çăлтăрӗсем.  

Икӗ мероприятин финалӗ те пӗрешкелрех пулчӗç. Мода кăтартăвӗ дизайнерсен парачӗпе вӗçленчӗ пулсан гала-концерт опера юрăçисем пӗрле «Подмосковные вечера»  юрра «казанские» тесе кăштах улăштарса юрланипе хупăнчӗ. 

Çакăн пек мероприятисем хыççăн тӗнчери тӗрӗсмарлăх, халăхсен хушшинчи ăнланманлăх пач та пулмалла маррине уйрăмах çивӗччӗн туятăн. Кашни халăхăн хăйӗн илемӗ, çӗр çинчи саккунлă вырăнӗ, унăн хăйӗн культури, чӗлхи, историйӗ, юрăпа-ташă, ӳнер искусстви пур. Çаксем хисепе тивӗç. Çавăнпа ку хаклăхсене йышăнманни, хăш-пӗр çӗршывăн гегемони амбицийӗсем вара чăн-чăн варварлăх. Шанатăп, аванни, чуншăн хакли çӗнтеретех.


#KazanForum-2026

Нет комментариев