Ултавçăсем çывăрмаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ултавçăсем çывăрмаççӗ

Анат Камăра пурăнакан хӗрарăм ултавçăсен аллине лексе 300 пин тенкисӗр тăрса юлнă. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

53 çулти хӗрарăма палла мар çынсем – малтан çыхăну операторӗн представителӗ, унтан «Госуслуги»  порталăн «специалисчӗ», каярах – Раççей Банкӗн «ӗçченӗ» – шăнкăравланă.  Усал шухăшлă çынсем хӗрарӗм ячӗпе кредитсем илме хăтланнине пӗлтернӗ, укçа-тенке сыхласа хăварас тесе ăна «хăрушлăхсăр счет» çине куçарма сӗннӗ. Вӗсем каланине ӗненсе вăл хăйӗн пӗтӗм перекетне мошенниксене куçарса панă.

Каярахпа ултавçăсен аллине лӗкнине ăнланса илсен хӗрарăм полицие кайнă.  


#ОсторожноМошенники

Нет комментариев