37 спортсмен «Туриадăна» хутшăнать
Майăн 19-мӗшӗнче Саратов облаçӗнчи «Хвалынь» курортӗнче XIII «Туриада» спортпа турист лагерӗ ӗçлеме пуçланă. Тутарстанран унта 37 спортсмен хутшăнать. Кун пирки ТР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Мероприяти яланхи пекех РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пулăшнипе иртет. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кăçал «Туриадăна» Атăлçирен кăна мар, çавăн пекех Раççейӗн ытти регионсенчен тата Беларуссирен, Кыргызстанран тата Туркменистанран килнӗ командăсем хутшăнаççӗ. Вӗсем ятарласа хатӗрленӗ маршрутсене çуран тата велосипедпа иртӗç, шыв урлă те пулӗç маршрутсем. Çавăн пекех Атăлçири чи лайӑх турист маршручӗсен конкурсе те иртет фестивальте, унăн парне фончӗ 450 000 тенкӗпе танлашать. Спорт программисӗр пуçне автор юррин «Музыка сердец» конкурсне тата интеллектуаллӑ марафона та ирттерме палӑртнӑ.
Мероприятие уçнă церемонире Саратов облаçӗнчи пултарулăх коллективӗсем тата студентсем хутшăннă. РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн çумӗ Олег Машковцев «Туриада» Раççей шайне тухнине каласа хăварнă, ăмăртăва ют çӗршывран килнӗ спортсменсене тав тунă, хутшăнакансене пурне те ăнăçу суннă. Саратов облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Роман Бусаргин ячӗпе хутшăнакансене регион правительствин председателӗн çумӗ Владимир Попов саламланă.
Майăн 22-мӗшӗнче командăсем çуран дистанцире спортпа турист эстафетинче «Регионсен кубокӗшӗн», ют çӗршыв хăнисем «Туслăх кубокӗшӗн» эстафетăна хутшăнӗç.
Республикăн пӗрлештернӗ командине Ешӗлвартан вело- тата шыв туризмӗн командисем кӗнӗ. Çуран иртмелли дистанцисенче Хусанти Ново-Савиновски тата Мускав районӗсенчи спортсменсем ăмăртӗç. Унсăр пуçне командăна Çырчаллинчен тăватă çын кӗнӗ.
ТР Спорт министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев