News by date 20 June 2024
-
Алимент тӳлессинчен тарса çӳрекенсене автомашини урлă тупаççӗ
Ачисене алимент тӳлеменнине кура ку çулта Раççейрен 13 пин Тутарстан çынни тухайман. Ют çӗршыва кайма тухнăскерсен сăлтавӗсем тӗрлӗрен, хăшӗ канма пуçтарăннă, теприн ӗçпе кайса килмелле. Анчах явапсăр ашшӗ-амăшсене чикӗ урлă каçарман. Кунта пӗр ыйту шухăшлаттарать: ют çӗршыва кайса çӳреме укçа-тенкӗ çителӗклӗ пулсан тăван ачисене мӗншӗн-ха пулăшасшăн мар вӗсем?
-
Çемье тата аннелӗх илемӗн «Нечкэбил» конкурсӗн финалисчӗсем паллă
Пӗтӗмпе финала республикăран 30 çемье иртнӗ.
-
Кӗрешӳ чемпионне — автомобиль!
Июнӗн 20 – 24-мӗшӗсенче Тутарстанра кӗршӳпе Тӗнче чемпионачӗпе Первенстви иртет. Ăмăртăва 27 çӗршывран пурӗ 300 спортсмен хутшăнма заявка панă. Пӗтӗмпе 11 комплект медаль вылянтарӗç. Ăмăртусем 18 çула çитмен çамрăксем тата 60 килограмран пуçласа 130 килограма çити виçе категорийӗнчи арçынсем хутшăнаççӗ.
-
Владимир Бабайкина Чăнлă район ертӳçине суйланă
Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă муниципаллă районӗн çӗнӗ пуçлăх. Вырăнти депутатсен канашӗ пӗр саслăн çак должноçа Владимир Бабайкина суйланă. Владимир Петрович — пирӗн ентеш, Пăва районӗнчи Альших чăвашӗ. Ертӳçӗ опычӗ унăн пысăк, Тутарстанри Пăва, Ульяновск облаçӗнчи Чартаклă районӗсен администрацийӗсенче ӗçленӗ. Обществăлла ӗç хастарӗ, хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине ертсе пырать.