Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Бабайкина Чăнлă район ертӳçине суйланă

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă муниципаллă районӗн çӗнӗ пуçлăх. Вырăнти депутатсен канашӗ пӗр саслăн çак должноçа Владимир Бабайкина суйланă. Владимир Петрович — пирӗн ентеш, Пăва районӗнчи Альших чăвашӗ. Ертӳçӗ опычӗ унăн пысăк, Тутарстанри Пăва, Ульяновск облаçӗнчи Чартаклă районӗсен администрацийӗсенче ӗçленӗ. Обществăлла ӗç хастарӗ, хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине ертсе пырать.

Владимир Петрорвич Бабайкинăн Чăнлă район ертӳçинче ӗçӗлемелли программи те хатӗр. Унпа вăл районти депутатсен канашне паллаштарнă та ӗнтӗ. Ӗç программи 10 пунктран тăрать, унпа килӗшӳллӗн, çӗнӗ ертӳçӗ администраци сотрудникӗсен аттестацине ирттерес, район бюджечӗн тупăшӗпе тăкакне тишкересе анализ тăвас, предприятисемпе организацисемпе, ял хутлăхӗсен çыннисемпе паллашас тата регион проекчӗсемпе парти программисене хастар хутшăнас шутлă.

Ентешӗмӗре Владимир Петрович Бабайкина çӗнӗ должность йышăннă ятпа эпир те чӗререн саламласа ӗçре çитӗнӳсем сунатпăр! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России