Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье тата аннелӗх илемӗн «Нечкэбил» конкурсӗн финалисчӗсем паллă

Пӗтӗмпе финала республикăран 30 çемье иртнӗ.

Июнь уйăхӗн 6-мӗшпе 7-мӗшӗсенче иртнӗ жюри пайташӗсен ларăвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстанри çемьесен Республикăри фестивалӗн финалне эпир пӗлекен икӗ çемье тухнă: Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Анатолий Николаевичпа Надежда Федоровна Мокшинсем тата Пӗтреç районӗнчи Куюки поселокӗнче пурăнакан Николай Петровичпа Ольга Игоревна Никоноровсем. Сăмах май Николай Петровичăн та  йăх тымарӗсем Хулаçырминчен.

Хыпара «Нечкэбил» конкурсăн Вконтактери ушкăнӗнче пӗлтернӗ. Финал сентябрӗн 14-мӗшӗнче пулать.  Унта кашни çемье хăйӗн культурипе тата йăли-йӗркипе паллаштарӗ. 

Хăйсен çемйи çинчен каласа пама май паракан фестивальсем ирттересси — пысăк ӗç! Уйрăмах Çемье çулталăкӗнче çемье хаклăхӗсене аталантарасси, çемье институтне çирӗплетесси тата пулăшу мерисене вăйлатасси çине тимлӗх уйăрни паха.

Саламлатпăр! Финалта ăнăçу сунатпăр!

Мокшинсен тата Никоноровсен çемйи архивĕнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России