Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алимент тӳлессинчен тарса çӳрекенсене автомашини урлă тупаççӗ

Ачисене алимент тӳлеменнине кура ку çулта Раççейрен 13 пин Тутарстан çынни тухайман. Ют çӗршыва кайма тухнăскерсен сăлтавӗсем тӗрлӗрен, хăшӗ канма пуçтарăннă, теприн ӗçпе кайса килмелле. Анчах явапсăр ашшӗ-амăшсене чикӗ урлă каçарман. Кунта пӗр ыйту шухăшлаттарать: ют çӗршыва кайса çӳреме укçа-тенкӗ çителӗклӗ пулсан тăван ачисене мӗншӗн-ха пулăшасшăн мар вӗсем?

Ачисене алимент тӳлеменнине кура ку çулта Раççейрен 13 пин Тутарстан çынни тухайман. Ют çӗршыва кайма тухнăскерсен сăлтавӗсем тӗрлӗрен, хăшӗ канма пуçтарăннă, теприн ӗçпе кайса килмелле. Анчах явапсăр ашшӗ-амăшсене чикӗ урлă каçарман. Кунта пӗр ыйту шухăшлаттарать: ют çӗршыва кайса çӳреме укçа-тенкӗ çителӗклӗ пулсан тăван ачисене мӗншӗн-ха пулăшасшăн мар вӗсем? Сăмах кунта тӳлеме пултараканнисем пирки. Пурнăçра тем те пулать — чирлесси те, ӗçсӗр юласси те... Анчах кусем чăннипех тӗлӗнтереççӗ. Намăс та çук-ши çавскерсен? Мăшăрӗпе уйрăлнă хыççăн ачисенчен те писеççӗ-ши? Алимент тӳлес мар тесе ӗç укçине пытараççӗ, ӗç параканпа укçана конвертпа илсе тăрасси пирки те калаçаççӗ, тарса çӳреççӗ тата ытти те. 
Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра Суд приставӗсен Федераллă службин Тутарстанри тӗп управленийӗн ертӳçи Анвар Закиров каласа пачӗ. Пресс-конференцин теми — 2024 çулăн пилӗк уйăхӗнче алиментсем шыраса илессин пӗтӗмлетӗвӗсем тата суд приставӗсен ӗçӗнче цифровизаци технологийӗсемпе усă курасси. 

Видеоконференци майӗпе пынă брифинга муниципаллă районсен представителӗсем те хутшăнчӗç. 

Ятарлă çар операцине хутшăнсан та алимент тӳлемеллех

Анвар Закиров пӗлтернӗ тăрăх, алимент тӳлевӗсен парăмӗ 10 пин тенкӗрен пуçласа иртсен ют çӗршыва кăлармаççӗ. «Çулталăк пуçланнăранпа 13 пин ытла явапсăр çынна вăхăтлăха çӗршывран кăларма чарнă. Енчен те малтанласа çак чару вăхăтран вăхăта çӗнетсе тăнипе ултшар уйăха тăсăлнă пулсан халӗ чарупа çыхăннă постановленин срокӗ çук. Чарăва исполнительнăй производствăпа çырса панă парăма пӗтӗмпех тӳлесе татсан тин хупаççӗ. 
«Парăмçăсемпе ăнлантару ӗçӗсене тăтăш пурнăçласа пыратпăр. Енчен те парăмçă Оборона министерствипе СВОна хутшăнма контракт çырма шутласан ун енӗпе пуçарнă мӗнпур исполнительнăй производствăна вăхăтлăха чараççӗ. Алимент тата сывлăхпа пурнăçа сăтăр кӳнипе çыхăннă компенсацисене шыраттарса пуçарнă ӗçе кăна хупмаççӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисен пурпӗрех çак тӳлевсене туллин парса татмалла», — терӗ управлени ертӳçи. 
Ун сăмахӗпе, контракт çырнисен хушшинче парăма йăлтах татса панисем йышланса пыраççӗ. Хăш-пӗрин ачи-пăчи умӗнчи парăмӗ темиçе çӗршер пинпе танлашнă пулнă. 

Автомашинăна арестлесе парăмçăна тупаççӗ 

Алимент тӳлес мар шухăшлисене атте-анне тивӗçне пурнăçлаттарма эффективлă мерăсенчен пӗри вăл — транспорт хатӗрне арестлесси. «Каларăм ӗнтӗ, нумайăшӗ алимент тӳлессинчен тарса çӳрет. Эпир ку енӗпе Хусан хулин Ӗçтăвкомӗпе аван ӗçлетпӗр. Ятарлă хатӗрсемпе хӗç-пăшаллантарнă Ӗçтăвком машини хула тăрăх çӳресе юхăмра пыракан машинана та, парковкăра лараканнине те çиччас тупать, парăмçăсен даннăйӗсен базине запрос тăвать. Енчен те автомобиль парăмçăн пулсан ятарлă программа кун пирки Телеграмри чат-бот урлă суд приставӗсене пӗлтерет. Пире вара вырăна çитесси кăна юлать. Çапла парăмçăна тупатпăр та. Автомобиле вара арестлетпӗр те вырăнтанах эвакуаторпа илсе каятпăр», — терӗ Анвар Закиров. Паллах, никамăн та машинасăр юлас килмест. Парăма ирӗксӗрех тавăрса пама тивет, унсăрăн çуран çӳреме тивет. Паянхи куна 2 239 çыннăн автомобилӗсене арестленӗ. 
Парăмçăна алимент тӳлесе татма 10 кун параççӗ. Енчен те тӳлемесен автомашинăна суту-илӳ пуçарса сутса яраççӗ. Укçине алимент тӳлеме яраççӗ. Парăма вырăнтах, тарнспорт хатӗрне илсе кайиччен парса татма май пур — Патшалăх услугисем урлă, банк карттипе е укçан. Ку çулăн 5 уйăхӗнче алимент тӳлеменнисенчен пурӗ 18 автомобиль туртса илнӗ. 

Суд приставӗсем ГИБДД сотрудникӗсемпе пӗрле те рейда тухаççӗ, кунта вӗсене «Дорожный пристав» стационарлă программа комплексӗ пулăшать. Вăл та çулпа пыракан машинасен юхăмӗнче парăмçăна тӳрех асăрхать. 

Полина пулăшать

Цифрăсем çавăн пек: суд приставӗсем кăçал алимент шыраттарса илессипе 27 пин ӗç пуçарнă. Ытларах ку шутра арçынсем — 86,7 процент. Шел те, явапсăр «аннесем» те пур, юлнă 13,3 проценчӗ хӗрарăмсем. Атте-анне тивӗçне пурнăçламаннисен енӗпе административлă тата уголовнăй ӗç пуçараççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа парăмçăсенчен пӗтӗмпе 672 миллион тенкӗ алимент шыраса илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 286 миллион тенкӗ ытларах. 1152-шӗ енӗпе административлă протоколсем хатӗрленӗ, 452-шне уголовнăй явап тыттарнă. 

Анвар Закиров суд приставӗсен ӗçӗнче цифра технологийӗсемпе анлă усă курни пирки те каласа хăварчӗ. «Пирӗн халӗ искусствăлла интеллектлă бот пур. Ăна Полина ят панă. Граждансем хăйсене интереслентерекен ыйтăва Полина чат-ботра татса пама пултараççӗ. Суд приставӗсен ӗçне вăл самай çăмăллатнисӗр пуçне çынсене нумай усă кӳрет. Ăçта та пулин каяс пулсан хăвăр пирки мӗн енӗпе те пулин исполнительнăй производство пуррипе çуккине унран ыйтса пӗлме пултаратăр. Вара парăма вăхăтлă тӳлесе татсан чăрмавсем сиксе тухмӗç», — пӗлтерчӗ Тӗп управлени ертӳçи. Полина тăтăш вӗренсе пыракан бот. Çын пӗрре шăнкăравласан вăл ăна идентификацилесе аса илсе юлать. Тепре шăнкăравласан ятранах чӗнме пултарать. Вăт çапла искусствăлла интеллект суд приставӗсен ӗçне те тачă кӗрсе вырнаçрӗ. Енчен те хăвăрăн лару-тăрăва пӗлес тесен Полинăна тӳлевсӗр 8 (800)-303-00-00 номерпе шăнкăравлама пулать. 

Суд приставӗсем граждансене онлайн майӗпе йышăнасси те активлă пурнăçа кӗрсе пырать. Вӗсене Тӗп управлени 2023 çул вӗçӗнчен тытăнса кашни кун йӗркелет. Приема маларах çырăнмалла, çак телефон номерӗсемпе 8(843)514-92-21, 8(843)514-92-20, 8(843)514-92-18.
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗк prav. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество