Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӗрешӳ чемпионне — автомобиль!

Июнӗн 20 – 24-мӗшӗсенче Тутарстанра кӗршӳпе Тӗнче чемпионачӗпе Первенстви иртет. Ăмăртăва 27 çӗршывран пурӗ 300 спортсмен хутшăнма заявка панă. Пӗтӗмпе 11 комплект медаль вылянтарӗç. Ăмăртусем 18 çула çитмен çамрăксем тата 60 килограмран пуçласа 130 килограма çити виçе категорийӗнчи арçынсем хутшăнаççӗ.

Пирвайхи ăмăртусем Саба районӗнчи «Саба Арена» спорт комплексӗнче иртеççӗ пулсан финал июнӗн 23-мӗшӗнче Саба районӗнчи Мингер ялӗнчи ятарлă площадкăра 19:30 сехетре пулать.

Йӗркелӳçӗсем ăмăртăва сумлă хăнасем килессе те шантараççӗ. Вӗсем Олимп чемпионӗсем Владимир Сальников, Алексей Мишинпа Шамиль Хисамутдинов, спорт функционерӗсемпе наци федерацийӗн ертӳçисем.

Кавир çине БРИКС Вăййисене июнӗн 21-мӗшӗнче Хусанта кӗрешнӗ спортсменсем тухаççӗ. Чи вăйлисем 11 виçе категорийӗнче вăй виçеççӗ. Кунсăр пуçне спортсменсем çӗнӗ кӗрешӳ тӗсӗсенче — пляжри кӗрешӳре (хăйăр çинче кӗрешни) тата юланутсем çинчен пиçиххипе кӗрешессинче хăйсен вăйне тӗрӗслеççӗ. Кунсăр пуçне фиджитал кӗрешӳпе промо-турнирăн финалӗ те пулать. 
Чемпионатăн чи вăйлă паттăрне ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн тӗп парни — автомобиль кӗтет. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт