Сăвăссем вăранчӗç
Роспотребнадзор çуркунне çитнӗ май сăвăссем вăраннине аса илтерет. Апрель пуçланнăранпа кăна сăвăс çыртнипе Раççей больницисене 800 çын, вӗсенчен 370-шӗ ачасем, пулăшу ыйтса килнӗ. Ку енӗпе Çурçӗр-Хӗвелтухăç, Урал, Çӗпӗрпе Инçет-Хӗвелтухăç регионсенче, Мускав облаçӗнче лару-тăру лайăхах мар-мӗн.
Çитес кунсенче çанталăк тăрук ăшăтассине шута илсен, сăвăссем пирӗн патра та активлăланасси куçкӗрет. 2017 çулта,...