Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Созведин» миллионмӗш хутшăнаканӗ паллă

Республикăри пултаруллă çамрăксен «Созвездие» фестивалӗн миллионмӗш хутшăнаканне шута илнӗ. Фестиваль пуçланнăранпа шăпах çакăн чухлӗ çын хутшăннă унта. Кун çинчен Хусан Ӗçтăвкомӗн Ачасемпе çамрăксен комитечӗн председателӗ Айрах Фаизов ӗçлӗ тунтикунра плтернӗ. Кăçал ку фестивале Хусантан кăна 8 пин ача хутшăннă, ку та хулашăн рекорд, хальччен пӗр фестивале кун чухлӗ ача Хусантан...

Республикăри пултаруллă çамрăксен «Созвездие» фестивалӗн миллионмӗш хутшăнаканне шута илнӗ. Фестиваль пуçланнăранпа шăпах çакăн чухлӗ çын хутшăннă унта. Кун çинчен Хусан Ӗçтăвкомӗн Ачасемпе çамрăксен комитечӗн председателӗ Айрах Фаизов ӗçлӗ тунтикунра плтернӗ. Кăçал ку фестивале Хусантан кăна 8 пин ача хутшăннă, ку та хулашăн рекорд, хальччен пӗр фестивале кун чухлӗ ача Хусантан хутшăнни пулман. Сăмах май, «Созвездие» кăçал хăйӗн 20 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хулари тапхăрне мартăн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетсе 160 çӗнтерӳçе палăртнă. Фестивалӗн республика тапхăрӗ апрелӗн 8-мӗшӗнче пуçланчӗ. «Созвездие» чăваш ачисем те çулленех хутшăнса финала тухаççӗ, кăçал та вӗсем сахаллăн пулмӗç тесе шутлатпăр. (Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев