Пăвара кӗперсене шыв илнӗ
ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Пăва районӗнче Сӗве çырантан тухнипе тата тепӗр кӗпере, Хăятпа Немчиновка ялӗсене çыхăнтараканнине, вăхăтлăха хупма тивнӗ. Унта хальхи вăхăтра Хăятри пушар отрячӗн сотрудникӗсем дежурствăра тăраççӗ. Кӗпере хупнипе водительсен Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗ урлă çаврăнса каймалла (пурӗ 25 çухрăм). Маларах çак сăлтавпах Черки-Кильдуразпа Черки-Бибкеево ялӗсен хушшинчи кӗпере...
ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Пăва районӗнче Сӗве çырантан тухнипе тата тепӗр кӗпере, Хăятпа Немчиновка ялӗсене çыхăнтараканнине, вăхăтлăха хупма тивнӗ. Унта хальхи вăхăтра Хăятри пушар отрячӗн сотрудникӗсем дежурствăра тăраççӗ.
Кӗпере хупнипе водительсен Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗ урлă çаврăнса каймалла (пурӗ 25 çухрăм). Маларах çак сăлтавпах Черки-Кильдуразпа Черки-Бибкеево ялӗсен хушшинчи кӗпере те шыв илнипе машинăсене кӗртме чарнă. (ТР МЧС пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев