Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сăвăссем вăранчӗç

Роспотребнадзор çуркунне çитнӗ май сăвăссем вăраннине аса илтерет. Апрель пуçланнăранпа кăна сăвăс çыртнипе Раççей больницисене 800 çын, вӗсенчен 370-шӗ ачасем, пулăшу ыйтса килнӗ. Ку енӗпе Çурçӗр-Хӗвелтухăç, Урал, Çӗпӗрпе Инçет-Хӗвелтухăç регионсенче, Мускав облаçӗнче лару-тăру лайăхах мар-мӗн. Çитес кунсенче çанталăк тăрук ăшăтассине шута илсен, сăвăссем пирӗн патра та активлăланасси куçкӗрет. 2017 çулта,...

Роспотребнадзор çуркунне çитнӗ май сăвăссем вăраннине аса илтерет. Апрель пуçланнăранпа кăна сăвăс çыртнипе Раççей больницисене 800 çын, вӗсенчен 370-шӗ ачасем, пулăшу ыйтса килнӗ. Ку енӗпе Çурçӗр-Хӗвелтухăç, Урал, Çӗпӗрпе Инçет-Хӗвелтухăç регионсенче, Мускав облаçӗнче лару-тăру лайăхах мар-мӗн.

Çитес кунсенче çанталăк тăрук ăшăтассине шута илсен, сăвăссем пирӗн патра та активлăланасси куçкӗрет. 2017 çулта, тӗслӗхрен, республикăра 6 пин çынна сăвăс çыртнине шута илнӗ. Чи нумаййи Хусанта (1347), Çырчаллинче (1222) тата Анат Кама, Пӗкӗлме, Лениногорск районӗсенче палăрнă.

Çавăнпа та вăрманлă вырăнсенче пурăнакансене, ӗçлекенсене вируслă энцефалитран вăхăтра прививка тумаллине, пурне те ансат правилăсене пăхăнмаллине аса илтерет ведомство. Вăрмана кайнă чух ӳте лайăх хуплакан тум, урана çӳллӗ кунчаллă атă тăхăнмалла. Уçă ӳте ятарлă хатӗрсемпе - репеллентсемпе - сӗрӗнмелле.

Киле таврăнсан тума улăштармалла, вăрмана тăхăнса кайнисене лайăх шаккамалла. Вируслă энцефалит çаплах вӗретмен сӗт урлă та куçма пултарать. Çавăнпа сӗте вӗретсе кăна ӗçмелле. Енчен те сăвăс çыртрех пулсан вара çийнчех больницăна каймалла. (Сăнӳкерчӗк https://nashzeleniymir.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев