Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекен çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă пултарулăх конкурсĕн йĕрки
ПĔЛТЕРӲ ÇЫРĂВĔ «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсне йĕркелеççĕ. Конкурс виçĕ номинаципе иртет: поэзи, проза, драматурги. Пултарулăх ăмăртăвĕ 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Унта Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 5–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулĕсенче вӗренекенсем, учительсем, библиотекăрьсемпе культура ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ. Литература хайлавĕсене чăвашла çырмалла. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 5-7 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Ал çыру хайлавĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине (поля) 2,5 см, сылтăм енчен – 1,5 см хăварса пичетлемелле. Хайлавсене тата заявкăсене 2023 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ, регистрацилеççĕ. Конкурса хутшăннă ĕçсене ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвне Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче вуласа пĕлме пулĕ. Унсăр пуçне «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче пичетлеççĕ. Литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса ака уйăхĕнче чыслаççĕ, хутшăннисене сертификатсене электрон почтăпа ярса параççĕ. Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче тата «Тăван Атăл» журналта пичетлеççĕ. Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Электрон почта адресĕ: congress21@mail.ru «Ман юратнă вĕрентекен» конкурса. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-35-61