Пирӗн пӗрлехи ӗçре пурин шухăшне те итлеме вӗренмелле
Январӗн 27-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ТР ЧНКА Канашӗ 2022 çула пӗтӗмлетсе 2023 çула ӗç планне йышăнчӗ. Пӗтӗмлетӳ докладне ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев турӗ.
Хисеплӗ юлташсем, пурне те ырă кун!
Иртнӗ çулта эпир сирӗнпе хастар ӗçлерӗмӗр, нумай мероприяти иртрӗ. Енчен те кашни районпа шутлас пулсан – пысăк хисеп пулать, пулăмсемпе те, вӗсене хутшăннă çынсен шучӗпе те. Çапах та манăн 2022 çулхи пӗлтерӗшлӗрех мероприятисене палăртас килет.
2022 çулхи январь уйăхӗнче чăваш литературин корифейӗ, пирӗн пӗтӗм халăх хисеплекен Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Хусанта çак уява вырсарни шкулӗн ачисемпе пӗрле ирттертӗмӗр, Чăваш Республикин тата Тутарстан çыравçисен союзӗсен делегацийӗсене чӗнсех. Çыравçăсемпе çыхăну тачă пирӗн. Иртнӗ çулхи май уйăхӗнче Туслăх Çуртӗнче тăванла республикăсен халăх поэчӗсемпе – Ренат Хариспа тата Валери Туркайпа – пӗрлехи пултарулăх каçӗ иртрӗ.
Районсенче йăлари уявсене паллă тăвасси тахçантанпа календаре кӗнӗ. Çапла Теччӗ районӗнчи «Çăварни» çулсерен районти пултарулăх ушкăнӗсен фестивалӗпе вӗçленет. Теччӗсем Иван Яковлевич Яковлевăн тăван ялӗнче «Чӳклеме» уявне те çӳллӗ шайра ирттереççӗ. Районти влаç органӗсемпе, культура уйрăмӗпе тачă çыхăнса ӗçлени çакăн пек результат патне илсе çитерет. Ман шутпа теччӗсенчен мероприятисем ирттерме ыттисен вӗренсен те юрать.
Çуллхи уявсене те лайăх ирттернӗ теме пулать. Çӗпрел районӗнче чăваш Акатуйӗ тутар Сабантуйӗпе пӗр шайра иртни пире савăнтарать çеç.
Кама леш енчи чăвашчен «Учук» фестивалӗ яланхи пекех Элмет районӗнчи Патраклăра иртет. Çавăн пекех Аксупа Нурлат районӗсенчи «Уявсене» çӳллӗ шайра ирттернине те палăртас килет.
Паллах, Тутарстанри чăвашсен пӗлтӗрхи чи паллă пулăмне те асăнмасăр иртме çук. Ку вăл Чăваш культурин республика праçникӗ «Уяв». Унăн резонансӗ мӗн пур рекордран иртсе кайрӗ. Тӗп мешехесӗр пуçне «Хусанкай урамӗ» литература фестивалӗ, «Уяв пики», «Янра хут купăс», «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла» конкурссем, спорт мероприятийӗсем иртрӗç. Паллах, укçи-тенкине те сахал мар хума тиврӗ. Элкел районӗнчи Сиктӗрме çумӗнчи лаптăк ӗçлемелле. Ун çинчен паян тӗплӗн калаçăпăр-ха.
Халь мул уйăрни пирки. Тӗпрен илсен, автономири пӗтӗм финанс йывăрлăхӗ Дмитрий Анатольевич Самаренкин хулпуççийӗ çинче выртать. Вăл хăй питӗ ӗçлӗ çын, пур çӗре те хутшăнаймасть пулсан та, укçапа пулăшма тăрăшать. «Уяв» валли артистсене икӗ кун çитерме кăна 600 пин тенкӗ уйăрнă. Унсăр пуçне «Юрла чăвашла» валли призсем, хăнасем валли парнесем... Паянхи мероприяти лайăх ирттӗр тесе те вăл 50 пин тенкӗ уйăрчӗ.
Ку залра ларакансенчен чылайăшӗ пӗлтӗр кӗркунне Хусанти полигонри салтаксем валли пулăшу пуçтарма хутшăнчӗ, астăватăр. Ун чухне Дмитрий Анатольевич 30 пин тенкӗ пачӗ. Унсăр пуçне вăл фронтри пирӗн салтаксем валли 5 беспилотник туянса панă. Ман шутпа куншăн пирӗн алă çупса тав тусан та ытлашши пулмӗ. Кунта Хусанти çу комбиначӗ 2014 çултанпа хăйсен продукцине Донецкпа Луганска пулăшма ăсатнине те палăртса хăвармалла. Гуманитари пулăшăвне пуçтарасси пирки те калаçакансем çырăннă пирӗн паян. Сӳтсе явăпăр.
Пӗлтӗр ТР ЧНКА хастарӗсем Экономика министерствин грантне çӗнсе илсе «Ялти çул çитмен ачасен клубӗ» проекта пурнăçа кӗртме пултарчӗç. Ку вăл шкулти музее лайăхлатма 500 пин тенке яхăн укçа. Çавăн пекех Тутарстан Президенчӗн грантне пула Çарăмсан районӗнче чăваш халăх поэчӗн Порфирий Афанасьевăн музейне хатӗрлесе çитерме 400 пин тенкӗ укçа куçарма пултартăмăр. Теччӗ районӗнчи Культура управленийӗн ӗçченӗсем пӗлтӗр «Чӳклеме» ирттерме грант çӗнсе илчӗç. Ӗçлесен пулать. Грантсемпе малашне те пирӗн пикенсех ӗçлемелле.
Енчен те спорт пирки калас пулсан, «Сувар» хаçат кубокӗшӗн иртекен Регионсем хушшинчи ачасен футбол турнирне палăртмалла. Вăл Пăвара иртет. Кунта пире Пăвасен ентешлӗхӗ, район администрацийӗ пулăшрӗ.
Тутарстанăн тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн иртекен чăвашла «Кӗрешӳ» турнирӗ те Нурлатра ӗнтӗ миçемӗш çул чи вăйлă паттăрсене пуçтарать. Вăл турнира йӗркелеме Николай Ремович Абруков та вăйлă пулăшать, ытти юлташсем те тăрăшаççӗ.
Нурлат районӗн пуçлăхӗне Алмаз Ахметшина чăвашсемпе ӗçленӗшӗн уйрăм тав тăвас килет. Алмаз Салимович районти чăваш ачисем ашшӗ-амăшӗсен чӗлхине пӗлччӗр тесе тăрăшать. Шкулсемпе ача сачӗсем комплекслă тимлӗхре, шанатăп, çакă хăйӗн çимӗçне паратех. Çакна пӗлтӗр кӗркунне Нурлат хулинче чăваш вӗренекенӗсен «Аталан» форумӗ еплерех иртни те çирӗплетет. Çӳллӗ шайра иртрӗ вăл. Унта ЧНКА Канашӗн пайташӗсен опыт илме кайса килсен те юрать.
Аксу районӗнче пӗчӗк ачасен пултарулăх конкурсне чӗртсе тăратма пултартăмăр. Анчах кунта ӗçлемелли чылай-ха. Вӗрентӳ темипе те ыйтусем çителӗклӗ пухăнчӗç. Кунта чăваш чӗлхи учителӗсем те пур паян, çамрăксен лидерсӗем те. Пурин шухăшне те илтмелле пирӗн пӗрлехи ӗçре. Сире пурне те ăнăçлă ӗç ирттерме сунатăп.
Тавтапуç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев