Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика Марат Садыковпа сывпуллашать

Шăматкун çӗрле сасартăк Тутарстанăн сывлăх сыхлав министрӗн Марат Садыковăн чӗри тапма чарăннă

Марат Наилевич 54 çултаччӗ.
Паян Хусанти Атăлçи спорт тата туризм университетӗнче граждан панихиди иртет.  Халăхсен хушшинчи центрăн акт залӗнче пушă вырăн çук. Министрпа сывпуллашма Мускавран Раççей сывлăх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко килсе çитнӗ. Унпа пӗрле Рустам Минниханов, Алексей Песошин, Фарид Мухаметшин, Минтимер Шаймиев тата ытти ертӳçӗсем сăмах каланă. 
«Çак çын медицина аталанăвне питӗ çивӗч туятчӗ. Унăн, шел пулин те, кӗске пурнăçне пысăк нагрузка, тӗрӗслев лекрӗ. Вăл темиçе больница çӗклерӗ. Пандеми вăхăтӗнче, пӗрремӗш кунран тенӗ пекех, эпир унпа кашни кун çыхăнураччӗ, мӗн пур çӳхе механизмсене, мӗнле лайăхрах тумаллине сӳтсе яваттăмăр.», – тенӗ Михаил Мурашко пӗрле ӗçленине аса илсе. 
«Марат питӗ шанчăклăччӗ, татăклă та конкретлăччӗ. Пандеми пирӗн республикăри сывлăх сыхлав системи мӗнлерех хатӗррине кăтартрӗ. Эпӗ питӗ хурланатăп. Ку пысăк çухату. Эпир яланах пирӗн туса астăвăпăр», – тесе каланă Рустам Минниханов. Тутарстан Предзиденчӗ Марат Садыков республика патриочӗ, сывлăх сыхлав патриочӗ пулнине палăртнă. Вăл министрăн ачисене, мăшăрне, ашшӗне тӗрев сăмахӗсем каланă. 
Марат Наилевича Хусанти Мирный поселокӗн масарӗнче пытарӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев