Хусанти психбольницăран икӗ преступник тарнă
Вӗсем ирексӗрлесе сыватнă çӗртен тарма пултарни çинчен «Татар-информ» агентствăна Раççей ШӖМӗн Хусанти управленийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ
Пӗрремӗш преступникӗ Артем Павлов ятлă, 37 çулта. Çӳллӗшӗ 190 см, куçӗсем хăмăр-сенкер тӗслӗ, сарлака питлӗ, спортсмен сăнлă, çӳçне шакла хыртарнă, хулпуççийӗ çинче татуировкăсем. Иккӗмӗш таркăн – Дмитрий Колупаев, унăн çӳллӗшӗ 170-175 см, шакла пуçлă, йӗтес шăмми (ключица) тӗлӗнче татуировка пур, аллинчи пӳрнисем çинче те çӗрӗсем тата саспаллисем евӗр татуировкăсем пур.
Çак икӗ арçынна та йывăр преступленисемшӗн айăплă тесе йышăннă, суд палăртнипе вӗсене ирӗксӗрлесе сиплеме ăсатнă пулнă. Анчах та вӗсем унтан тарнă.
Таркăнсем ăçта пулнине пӗлекенсене полицейскисем 8-843-291-28-88 («Гвардейский» полици уйрăмӗ) телефонпа шăнкăравласа пӗлтерме ыйтаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев