Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Андреева асăнса 4-мӗш турнир иртрӗ

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ял канашӗн председателӗ пулса ӗçленӗ Иван Васильевич Андреева халалласа вырăнти Культура çуртӗнче уçă шахмат турнирӗ иртнӗ

Çак культурăпа спорт мероприятине уçнă чухне Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Вăрçăпа ӗç ветеранӗсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков ентешӗн биографине каласа панă. Хастар чăваш 9-мӗш пилӗкçуллăхăн ударникӗ пулнă, 1975 çулта ăна ТАССР Верховнăй Канашӗн депутатне суйлаççӗ. Пӗлтӗр кӗркунне вăл 75 çул тултарнă пулӗччӗ. Çутă астăвăм çӗнйӗлмелсен асӗнче упраннă май, вӗсем çак асăну турнирне хутшăнаççӗ те. 
Турнирта икӗ номинаци пулнă: аслисен тата кӗçӗннисен. Аслисен хушшинче 1 вырăна Альфис Гафуров йышăннă, 2 вырăна Нафис Гафуров йышăннă. Икӗ пӗртăван Чукал ялӗнчен. 3 вырăна Аслă Аксу ялӗн шахматисчӗ Сергей Мускатинов йышăннă. 
Ачасен хушшинче 1 вырăна Чӗмпӗртен килнӗ хăна Илья Петров (вăл пилӗк çулта) йышăннă, иккӗмӗшне – Алексей Мускатинов, 3 вырăна Сергей Еграшкин йышăннă. 
Турнирăн чи аслă хутшăнаканӗ – 62 çулти пенсионер Владимир Выселкин пулнă. 
Çӗнтерӳçӗсене Николай Андреев, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков дипломсемпе тата укçа парнисемпе чысланă. 

Асăннă мероприятин тӗп спонсорӗ – Иван Андреевăн кӗçӗн ывăлӗ Николай пулнă. Андреевсен çемйи тăрăшнипе ял-йыш турнир вӗçленсен Шупашкарти артистсен концертне тӳлевсӗр курма пултарнă.  
Çан турнир малашне тата анлăрах иртессе шанас килет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев