Малашлăх технологийӗсем текех ӗмӗтре мар – пурнăçра
3D-принтерсемпе усă курса детальсем хатӗрлесси пӗр 10 çул каялла этем фантазийӗ пек кăна туйăнатчӗ пулсан, паян – чăн пурнăç. Кăна ноябрӗн 20-21-мӗшӗсенче Хусанти Б.Рамеев ячӗллӗ IT-паркра иртнӗ юбилейлă V «Аддитивные технологии – новая реальность» Лидер-форумра хамăр куçпа курма пултартăмăр. Форум шăпах аддитивлă технологисемпе (пластика, метала, бетона сий хыççăн сий хуша-хуша 3D-принтерсемпе пичетлесси) хатӗрленӗ чи çӗнӗ 3D-изделисен куравӗ уçрӗ. Çӗршыври аддитивлă технологисен çӗнӗлӗхӗсемпе ТР Раисӗ Рустам Минниханов та паллашрӗ.