Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Малашлăх технологийӗсем текех ӗмӗтре мар – пурнăçра

3D-принтерсемпе усă курса детальсем хатӗрлесси пӗр 10 çул каялла этем фантазийӗ пек кăна туйăнатчӗ пулсан, паян – чăн пурнăç. Кăна ноябрӗн 20-21-мӗшӗсенче Хусанти Б.Рамеев ячӗллӗ IT-паркра иртнӗ юбилейлă V «Аддитивные технологии – новая реальность» Лидер-форумра хамăр куçпа курма пултартăмăр. Форум шăпах аддитивлă технологисемпе (пластика, метала, бетона сий хыççăн сий хуша-хуша 3D-принтерсемпе пичетлесси) хатӗрленӗ чи çӗнӗ 3D-изделисен куравӗ уçрӗ. Çӗршыври аддитивлă технологисен çӗнӗлӗхӗсемпе ТР Раисӗ Рустам Минниханов та паллашрӗ.

Лидер-форума кăçал 2,5 пин çын, Раççейри малта пыракан 15 аслă шкул, 120 ытла предприяти хутшăнчӗ

Кăçалхи Лидер-форум шучӗпе пиллӗкмӗш, пӗрремӗш хут Мускав чиккинчен тухса регионта иртет вăл. Мӗншӗн Хусан площадкине суйласа илнине те ăнланмалла, Тутарстан – Раççейӗн инновациллӗ регионӗ, ку енӗпе потенциалӗ пысăк. Апла-тăк, ядерлă энергетикăн, сывлăх сыхлавӗн, машинăсем, кимӗ-карап, самолетсем тăвассин, космоса алла илессин малашлăхӗ шутланакан аддитивлă технологисенчен ниепле те хӗрринче юлаймасть. Çакна КНИТУ-КАИ, КНИАТ, ТР Цифра трансформацийӗн центрӗн разработчикӗсем хăйсен 3D-изделийӗсене курава тăратса ӗнентерчӗç. «Студентсен стартапӗ» федераллă конкурсра Тутарстанра вӗренекенсен наука шайӗнчи 442 проекчӗ çӗнтерни те (ытти регионсенчен чи нумаййи) тепӗр хут çирӗплетет.

– Республика пирӗн яланах çӗнӗ технологи йӗркисем çине куçассинче малта. Вăйлă производство бази, аталаннă наукăпа вӗрентӳ, технологи комплексӗсем пурри май парать кăна, – терӗ Рустам Нургалиевич форума уçнă май. Республика Раисӗ тӗпчевсемпе разработкăсене коммерциализацилесси республикăра инновацисене тӗрев парас регион системипе пурнăçланнине, нумай пулмасть машиностроени сфери стартап-студиллӗ пулнине асăнчӗ. Промышленность, ял хуçалăх продукцийӗсене кăларассипе Тутарстан Федерацин Атăлçи тăрăхӗнче – пӗрремӗш, Раççейре пиллӗкмӗш вырăнта тăнине, санкцисем витӗм панине пăхмасăр 2022 çулта регионăн экономики ӳснине каларӗ.

– Ку технологисем хальччен хатӗрленӗ изделисен пахалăхне ӳстернисӗр пуçне ытти мелпе ниепле те тума май çук çӗнӗ конструкцисем йӗркелеççӗ. 2030 çул тӗлне тӗнчере кăларакан мӗнпур продукцин иккӗ виççӗмӗш пайӗ çакăн пек майпа пичетленӗ комплектующийсенчен тăрӗ. Пирӗн çӗршывра та аддитивлă производство ӳсет. Çак сферăра ӗçлекен компанисен çаврăнăшӗ 5 хут ӳснӗ», – терӗ аддитивлă технологисем тӗнчипех питӗ хăвăрт аталанса тӗрлӗ сферăна кӗрсе пынине палăртса. Рустам Нургалиевич Тутарстан аддитивлă производствăн продукцийӗпе усă куракан кăна мар, чи кирлӗ йышăнусен генераторӗ те пуласшăн. Ку ӗçре вăл отраслӗн лидерӗпе «Росатом» корпораципе тачă çыхăнса ӗçлес шутлă.

«Росатом» корпорацин технологи аталанăвӗ енӗпе директорӗ Андрей Борисович Шевченко аддитивлă технологисем промышленность аталанăвӗн драйверӗ пулнине, çӗршывăн техника суверенитетне йӗркеленине каларӗ. Аддитивлă технологисене çӗршывра пурнăçа кӗртме чаракан чăрмавсене сирес тӗллевпе кашни регионта аддитивлă технологисен, вӗрентӳ тата компетенцисен центрӗсене уçассине пӗлтерчӗ. Технологи аталанăвне çӗнӗ шайне тухма пулăшӗ ку терӗ.

Аддитивлă технологисем паян, санкцисемпе Раççее пăвнă вăхăтра, сывлăш пекех кирлӗ, вăл – Раççей технологийӗн суверенитетне йӗркелӗ. Паллах, 3D-пичет малашлăх технологийӗ, апла-тăк, çамрăксен ăсӗ, вӗсен çаврăнăçуллăхӗ кирлӗ. Çак шутпах ӗнтӗ Лидер-форума Раççейӗн малта пыракан 15 аслă шкулӗ хутшăнать те. Патшалăха, наукăна, вӗрентӗве, бизнеса, обществăна пӗр площадкăна пухать вăл. Лидер-форумра аддитивлă технологисен малта пыракан эксперчӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе паллаштараççӗ. Çамрăксем валли ятарласа «Технологисен çӗрӗ» мероприяти те пулать. Унта аслă шкулсен командисем хутшăнса хăйсен проекчӗсене хатӗрлеççӗ пулсан, тепӗр «Карьера марафонӗнче» аддитивлă технологисен специалисчӗсемпе куçа куçăн тӗл пулса калаçаççӗ. Тен, вӗсенчен чылайăшӗ аддитивлă технологисем хăйсем ӗмӗтленнӗ профессийӗ пулнине курӗç. (Сăнӳкерчӗксем rais.tatarstan.ru сайтран тата авторăн).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество