Паян Пӗкӗлме хулинче Алексей Баталовăн асăну хăмине уçаççӗ
Пӗкӗлме хулинчи А.Баталов ячӗллӗ театрăн çурчӗ çине паян, ноябрӗн 20-мӗшӗнче, паллă артистăн мемориал хăмине вырнаçтараççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Ку куна ахальтен суйламан – паян СССР халăх артисчӗн Алексей Баталовăн çуралнă кунӗ. 1942 – 1943 çулсенче вăл Пӗкӗлмери çак çуртра хăйӗн пирвайхи ролӗсене вылянă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Алексей Баталов амăшӗпе тата икӗ шăллӗпе Пӗкӗлме хулине эвакуаципе куçса килнӗ пулнă. Çакăнта Нина Ольшевская вырăнти çынсем валли пысăках мар театр йӗркеленӗ. 14-ри ывăлӗ унта нумай вăхăт ирттернӗ. Малтан сцена ӗçченӗ пулнă, каярах сцена çине артист пек тухнă.
Баталов хăйӗн пултарулăх çулне пуçланă театра 2008 çулта унăн ятне панă.
Мемориал хăмине паян кăнтăрла 12.00 сехетре уçаççӗ. Паллă артист пурăннă пулсан çак кун 95 çул тултармаллаччӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татамедиа» агентствăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев