Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанпа Китай хушшинчи тавар çаврăнăшӗ ӳснӗ

Тутарстанпа Китай хушшинчи тавар çаврăнăшӗ ку çулшăн 14 миллиард юаньпе танлашмалла. Кун пирки паян «Единая Россия» – «Коммунистическая партия Китая» диалогăн ларăвӗнче видеоçыхăну урлă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн секретарӗ Фарид Мухаметшин каланă.

Фарид Хайруллович каланă тăрăх, Китай Тутарстаншăн тулашри экономика тӗлӗшпе чи ăнăçлă пилӗк партнер шутне кӗрет. Юлашки виçӗ çулта кăна çӗршывсен хушшинчи тавар çаврăнăшӗ икӗ хут ытла ӳснӗ, 202 çулта 11,7 миллиард юаньпе танлашнă.

Ӗçе малалла яма Хусанта «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» халăхсен хушшинчи форум иртни те самай пулăшнă. Унта 25 çӗршывран 7 пин ытла çын хутшăннă, çав шутра Китай Халăх Республикинчи 14 провинципе автономлă регионтан. «Эпир нумай çӗнӗ юлташ тупрăмăр», – тенӗ парламент ертӳçи.

Стратегиллӗ калаçу вăхăтӗнче Раççейпе Китайăн политикăлла вăйӗсен хушшинче 2024 – 2026 çулсенче килӗштерсе ӗçлесси пирки калакан протокол çине алă пуснă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев