Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӑлкуç сасси çӗнӗрен янрама пуçларĕ

Педагог тата вĕрентекен çулталӑкӗнче #ЭстафетаДобра проект шайӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков тăван ялӗнчи «Учительский» çӑлкуçа юсаса çӗнетме пулăшнă.

Тутар Саплӑк ялӗнчи çӑлкуçа 50 çул каялла шкул учителӗсем лапамра асӑрханӑ, ӑна пăхса тăма пуçланă. Тен çавăнпа çӑлкуçа халӑхра «Учительский» ят панӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗçемӗн шыв ăсма каймалли çул йывăр пулнăран çӑлкуç çинчен маннă.

Кӑçал çӑлкуç сасси çӗнӗрен янрама пуçланă. Экологи министерствин ӗçченӗсем йӗркеленӗ #ЭстафетаДобра ырӑ кӑмӑллӑх марафонне хутшӑнакансенчен пĕри эстафетӑна ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрне Александр Шадрикова панӑ. Çапла Тутар Саплӑк ялӗнче çӑлкуçа юсама пуçланă. Хӑйне кӑна мар, çывӑхри вырăнсене те тирпей-илем кӗртнĕ. Площадкӑна тикӗсленӗ, çырмара рекультиваци ирттернӗ, çӑлкуç патне пыракан çула юсаса çӗнетнӗ, шыв юххи тӗлне беседка вырнаçтарнӑ, саксем лартнӑ.

«Пирӗншӗн ку асӑну вырӑнӗ. Эпир ӑна хамӑр хушӑра яланах „Учительский“ çӑлкуç тетпĕр. Кăçал, Педагог тата вĕрентекен çулталӑкӗнче ӑна тӗпрен юсаса çӗнетни те питĕ пĕлтерĕшлĕ, беседка ял çыннисемшӗн тӗлпулусемпе кану вырӑнӗ пулса тӑчĕ», — тенĕ Алешкин Саплӑк ялĕн пуçлӑхӗ Петр Артемьев. Çитес вăхăтра çӑлкуç çумӗнче йывӑçсем лартасса та каласа хăварнă пуçлӑх.

Çӑлкуç патне каякан çул халӗ çулталӑкӗпех уçӑ. Çӑл шывӗнчен вӗретнӗ чей калама çук тутлӑ пулнине те пĕлтереççĕ ял çыннисем. Ахальтен мар çӑлкуçа чӑн-чӑн пӗлӳ уççи тесе калаççӗ.

Аса илтеретпӗр, çулталӑк пуçламӑшӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви #ЭстафетаДобра флешмоба хута ячӗ. Вунӑ уйӑх хушшинче унта 100 ытла çын хутшӑннӑ. Хутшӑнакансем йывӑçсем лартнӑ, картишсене тирпейленӗ, субботниксене хутшӑннӑ, çӑлкуçсене юсанă. Сăнӳкерчĕксене тата видеосене «ВКонтакте» социаллӑ сетьри хӑйсен страницинче вырнаçтарса эстафетӑна ыттисене панӑ. Шăматкун эстафетăна Александр Шадриков хӑйӗн ӗçтешне — ТР вӑрман хуçалӑхӗн министрне Равиль Кузюрова панă.

Сăнӳкерчӗк eco. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология #ЭстафетаДобра