«Вверх!» конкурса пӗтӗмлетнӗ
Хусанта «Вверх!» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе финалисчӗсене наградăланă, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Вӗсем ултă суйлав тапхăрӗ урлă тухнă, унтан республикăри министерствăсемпе ведомствăсенче пӗр уйăх стажировка иртнӗ.