Сакӑр ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Сакӑр ӳсӗр водителе тытса чарнӑ

Хусанта пӗр талӑк хушшинче сакӑр водитель руль умне ӳсӗр ларнӑ. Кун пирки Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Пĕр кун хушшинче Хусанта 143 авари пулнă, вӗсенчен тӑваттӑшӗнче çын суранланнă. Икĕ автомашина ҫуран ҫӳрекен ҫине кĕрсе кайнă тата икĕ авари автомашинăсем пĕр-пĕринпе çапăннипе пулнă.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче автоинспекторсем сакӑр ӳсӗр водителе тата тăватă водителе транспортпа çӳреме ирĕк паракан удостоверенисĕр тытса чарнӑ. Полици уйрӑмне виҫӗ ҫынна илсе ҫитернӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 


безопасность

Нет комментариев